Вторник, 10 декабря

Вĕрентекен пулмах çуралнă

Вĕрентекен пулмах çуралнă

Вĕрентекенĕн, Хырай Ĕнел ялĕнчи хисеплĕ хĕрарăмăн Людмила Макарован вăй-халĕ-пе ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавра курăмĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Чун-чĕринче паян та талпăну çăлкуçĕ тапса тăрать унăн. Çавăнпах ĕçĕсем ăнса пынă, пыраççĕ те.
Шăпа ăна районти Хырай Ĕнел шкулне илсе çитернĕ. Людмила Етĕрне тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Ĕнер çеç институт саккинчен уйрăлнăскере алла направлени тыттарса Каçал тăрăхне янă, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи ачасене физикăпа математика предмечĕсене вĕрентме шаннă.
Пултаруллă çын çинчен калаçнă чухне: «Турă пани пур», — теççĕ халăхра. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Макарова çинчен те вĕрентекен пулмах çуралнă темелле. Людмила Михайловна 45 çул ачасене тарăн та паха пĕлÿ панă. Физика, математика
вăрттăнлăхĕсене, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе мĕнле кăна тăрăшман пулĕ вăл! Ахальтен мар вĕренекенĕсем унăн çулне суйласа илнĕ. Физика, математика ачасемшĕн юратнă предметсем пулччăр тесе сахал мар ĕçленĕ вăл. Тăрăшни сая кайман, вĕренекенсем олимпиадăсенче, фестивальсенче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, экзаменсене «4» тата «5» паллăсемпе тытнă.
Людмила Макарова педагог çеç мар, вăл хисеплĕ те маттур, пултаруллă ертÿçĕ пулнă. 45 çул вĕрентекен пулса тăрăшнипе пĕрлех вăл Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 3 çул директор çумĕнче тăрăшнă, 17 çул директор «лавне» туртнă. Тĕлĕнмелле пуян чун-чĕреллĕ- скер йывăрлăхсем умĕнче пуçне усма хăнăхман. Вăл ертсе пыракан коллектив палăртнă ĕçсене яланах вăхăтра пурнăçланă, ачасене паха пĕлÿ парас енĕпе палăрса тăнă.
Людмила Михайловнăна шкулта ĕçленĕ вăхăтрах ялти ваттисен канашне ертсе пыма шаннă. Çак ĕçре те вăл 28 çул тăрăшать. Çак вăхăтра вăл тăрăшнипе мĕн чухлĕ мероприяти хатĕрлесе ирттернĕ пулĕ!; Кашни çулах тĕрлĕ уяв тĕлне концертсем йĕркелесси, пĕрле пуçтарăнса калаçасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унпа пĕрлех вара ваттисен канашĕ пуçарнипе маттур та ĕçчен, хисеплĕ çынсене «Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысласси йăлана кĕнĕ. Çак ĕçе вĕсем 2012 çултанпа пурнăçласа пыраççĕ.

Малалла вулас 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *