Саламлатпăр!

Саламлатпăр!

Октябрĕн 1-мĕшĕнче эпир Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне — ăслăлăх, ырă кăмăл тата хисеп уявне — паллă тăватпăр.
Паянхи кун эпир нумай çул редакцире бухгалтерта ĕçленĕ В.П.Тимофеевăна, секретарь-машинисткăра тăрăшнă В.С.Воробьевăна, В.В.Гавриловпа З.Н.Соловьева журналистсене, Н.К.Скворцов фотокорреспондента, Л.Д.Баринова корректора çак сумлă уявпа саламлатпăр. Пурнăçри кĕркунне сирĕн пуçăрсене кĕмĕлленĕ пулсан та чунăрсем çамрăк пулччăр, куçăрсенчи хĕлхем малашне те ялкăшса тăтăр, сăнăрсене йăлтăр кулă илемлеттĕр, кăмăл-туйăмăрсем яланах савăк пулччăр. Нумай çул сывлăхпа пурăнма сунатпăр.
РЕДАКЦИ КОЛЛЕКТИВĔ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *