Вторник, 23 апреля

Район карттине тĕрленĕ

Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Елена Николаевна Сорокина тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын. Вăл ялти культура çуртĕнче культорганизатор пулса тăрăшнипе пĕрлех тĕрлеме те юратать. Хăйĕн ĕçĕсемпе Е.Сорокина пĕрре мар район çыннисене паллаштарнă. Хальхинче вара вăл хамăр район территорийĕнчи ял тăрăхĕсен чиккисене кăтартса пир çине тĕрленĕ. 12 ял тăрăхĕ — кашни уйрăм тĕс.
Картта варринче район гербне тĕрлесе вырнаçтарнă. «Ылтăн алăллă» тĕрĕçĕн ăсталăхĕнчен тĕлĕнмелли пурах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *