Пятница, 12 апреля

Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Мĕнле тĕслĕхсенче судпа айăпланнă çын юсанмалли ĕçсене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнать тесе йышăнаççĕ?
Т.ИВАНОВА.
Ыйту çине районти прокурор çумĕ Р.Р.Купкенов хуравлать:
— РФ Уголовлă-исполнительлĕ Кодексĕн 46 статйипе килĕшÿллĕн суд урлă юсанмалли ĕçсене янă çын уголовлă-исполнительлĕ инспекцин предписанине илнĕ хыççăн 5 кун хушшинче уяма тивĕçлĕ сăлтавсăр ĕçе тухманни, уголовлă-исполнительлĕ инспекцие пыманни, ĕçе пыманни е ÿсĕрле пыни, юсанмалли ĕçсен йĕркине тата условийĕсене пăсни шутланать. Кун пек чухне уголовлă-исполнительлĕ инспекци юсанмалли ĕçсене урăх наказанипе улăштарасси çинчен çырса пĕлтерме, çавăн пекех айăпланнă çынна уголовлă-исполнительлĕ инспекцие уйăхра икĕ хутчен килсе çÿреттерме пултарать.
Енчен те çакăн пек йĕркене пăснисемшĕн маларах предписани илнĕ айăпланакан каллех наказанин йĕркипе условийĕсене пăссан е хăйĕн пурăнмалли вырăнĕнчен тухса тарсан, ăна юсанмалли ĕçсене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнать тесе йышăнаççĕ. Кун пек чухне уголовлă-исполнительлĕ инспекци юсанмалли ĕçсене урăх наказанипе улăштармалли çинчен суда представлени ярать. Суд юсанмалли ĕçсем вырăнне ирĕксĕр ĕçсене яма е вăхăтлăха ирĕкрен хăтарма пултарать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *