Уй-хирте

Уй-хирте

Районти уйсемпе хирсем тымар çимĕçрен тата пахча çимĕçрен пушансах пыраççĕ. Сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне районĕпе 433 гектар çĕрулми кăларнă. «Слава картофелю» агрофирмăра тата «Комсомольские овощи» ОООра, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче тухăç /гектартан 247—280 центнер/ пысăк.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче силос хатĕрлесси малалла пырать. Хальлĕхе çак паха апата пурĕ 14350,5 тонна хатĕрленĕ.
Районĕпе 3503 гектар кĕр тыррисем акнă, 6904 гектар сухаласа кĕрхи çĕртме тунă. Ку енĕпе хуçалăхсем малалла ĕçлеççĕ.
Р.БАСНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *