Пятница, 26 апреля

Хырсемпе юмансем тав туса кашлаççĕ

Хырсемпе юмансем тав туса кашлаççĕ

Майĕпен кăштăртатса утса вăрмана кĕчĕ вăл, ура айĕнчи типĕ çулçăсене чăштăртаттарса малалла утăмларĕ те чарăнса тăчĕ. Уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа илчĕ. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Андрей Андреевич Кондратьевăн пĕтĕм пурнăçĕ вăрманпа çыхăннă пулин те, йывăçсен ытамне лексен кашнинчех урăх тĕнчери пек туять. Урăх тĕнчех ĕнтĕ, машина-трактор шăв-шавĕ çук кунта, тусан та вĕçмест. Кĕркунне çитнине аса илтерсе çулçăсем шăппăн татăлса ÿкеççĕ. Çу кунĕсенче кайăксен хаваслă чĕвĕлтетĕвĕ, кассăн-кассăн килсе вĕрекен çилпе шăпăлтатса калаçни, ешĕл йывăç-курăк… Хальхинче кăмпа татас йÿтĕмпе савăт та йăтса килчĕ те, анчах темшĕн вĕсене питех шырамарĕ вăл. Вăрман сывлăшĕпе уçăлса çÿрес тесе малалла утнă май асаилÿсен тыткăнне çакланчĕ…
Тин çеç пĕчĕк ачаччĕ вăл. Кукашшĕпе пĕрле тăтăшах вăрманта çÿреме юрататчĕ. Хăпартланса пăхатчĕ тÿпенелле кармашнă йывăçсене. Вĕсем уншăн питĕ-питĕ çÿллĕ пек туйăнатчĕç. Кукашшĕ ăна йывăç-курăка паллама тата ытти вăрман вăрттăнлăхĕсене чухлама нумай вĕрентнĕ. Çавăн чухне, тен, ÿссен лесник е лесничий пуласса шутламан пулĕ, анчах та хăйĕн шăпи çутçанталăкпа, вăрманпа çыхăнасса туйнах.
Çамрăкла пурнăç çулĕ ăна хулана та илсе çитернĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта куçса çÿрекен мехколоннăра электрикре те тăрăшнă. Çартан таврăнсан та хулари заводра, стройтрестра ĕçленĕ. Хула пурнăçĕ ăна хăй çумне çыхса хурайман, чунĕ ялаллах туртăннă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Мăрат лесничествин Ирçе Çармăс картунĕнче лесникре ĕçлеме пуçланă. 8 çул тăрăшнă вăл çак ĕçре. Мари республикинчи политехника институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ специалиста 1983 çулта Çĕнĕ Мăрат лесничествин лесничие пулăшаканĕ пулма çирĕплетнĕ. Пултарулăхне, тăрăшулăхне кура ăна тепĕр çултан лесничие лартнă.
А.Кондратьевшăн яваплăх тата темиçе хут ÿснĕ, ĕç нумайланнă. Йывăçа каснипе çеç мар, ун вырăнне çĕнĕ хунавсем лартса хăвармалла. Çакă тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнă уншăн. Хăй ĕçленĕ вăхăтра Андрей Андреевич ку енĕпе чăннипех те пысăк ĕç туса ирттернĕ. 1485 гектар çине тĕрлĕ хунавсем лартса хăварнă, ытларахăшĕ — хыр йывăççисем. 195 гектар пысăк пахалăхлă юмансем çитĕнтернĕ. Хунавсене лартнă чухне Мари республикинчи техника университетĕнчи М.М.Котовпа А.С.Яковлев ученăйсен сĕнĕвĕсемпе анлăн усă курнă. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Çамрăк хунавсем аван чĕрĕлнĕ. Ара, лартнă чухне ятарласа суйласа илнĕ вăрлăхпа çеç усă курнă-çке. Халĕ вăл лаптăксем чăн-чăн вăрман пулса кайнă. А.Кондратьевăн унта çитсе килмесĕр чунĕ чăтмасть. Вĕсене хăйĕн ачисем пекех туять вăл. Ара, чăннипех те ачана пăхнă пек пăхса ÿстернĕ-çке. Çулла юланутпа, хĕлле йĕлтĕрпе кайса çаврăнса килет вăл. Çурта пек тÿп-тÿрĕ, пуçа каçăртсан карттус ÿкмелле ÿснĕ хырсемпе патвар юмансене хăпартланса пăхать. Ырă вăрлăхран лайăх йывăç пулатех. Çитес ăрушăн пултăр тесе тăрăшнă. Ĕçлени, тăрăшни сая кайманни куç умĕнчех. Çапах та вĕсем пысăк йывăçсем пулса çитиччен кĕтмелли чылай-ха. Вăл ĕçленĕ çулсенче вăрмана хăрнă йывăçсенчен тасатасси, йăвă ÿсекеннисене сайратасси те планпа пулса пынă, профилактика ĕçĕсене те вăхăтра пурнăçланă. Çавăнпа та юрăра каланă пек вăрмансене юрласа кĕме май пулнă. Халĕ вара? Ветеранăн вăрман хуçалăхĕнчи лару-тăрушăн чунĕ ыратать.
Хăрса е вăйлă çилпе йăваннă йывăçсем арăш-пирĕш выртни, вĕтлĕх, чăтлăх пулса кайнă вырăнсем пурри пăшăрхантарать. Хăш-пĕр вырăнсенче ытарлă каласан, «шуйттан та урине хуçать». 30—40 е ытларах та çулсем каялла йывăçсене чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран сыхлас ĕçсем кирлĕ шайра пулса пынă. Пушар хăрушсăрлăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Лесниксем хăйсене çирĕплетсе панă лаптăксенче тирпей-илем хуçалантăр тесе çине тăнă. Халĕ тепĕр чухне вăрмантан пăшăрханса таврăнать вăл. Килне çитсен хăй юхтарнă пылпа тĕрлĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçнĕ май малашне вăрман хуçалăхĕнче лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанса чунне лăплантарать. Пуласлăха шанса унăн ачисем те вăрман енĕпе пĕлÿ илнĕ-çке. Ашшĕпе юнашар сахал мар çÿресе ÿссе вăрманçă пулма шутланă, çак профессие юратнă. Владикпа Саша, Надя Мари республикинчи политехника университетне пĕтернĕ. Тĕрлĕ çулсенче вĕсем хăйсен специальноçĕсемпе ĕçленĕ.
Александр паянхи кун та Йĕпреç тăрăхĕнче тăрăшать. Унпа калаçкаласах тăнă май ĕçсем лайăх енне улшăнма пуçланине пĕлет-ха, анчах та хăçан кирлĕ шая йĕркеленсе çитĕ вăрман хуçалăхĕ? Вĕтлĕх пулнипе йывăçсем пĕр-пĕрне чăрмантарса ÿсеймеççĕ, çамрăклах чирлеççĕ, йывăçсене хурт-кăпшанкă кăшлать….
Вăрман — пирĕн пуянлăх, тетпĕр. Вăл халăхшăн темĕнле йывăр вăхăтра та çăлăнăç кÿрекен çăлкуç пулса тăнă. Историрен пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăрçă çулĕсенче те, выçлăх алхаснă вăхăтра та ял çыннисене пулăшу панă. Паянхи кун та çынсем унта çырлана, кăмпана, мăйăра çÿреççĕ.
…Инçех те мар типĕ турат шалтлатса хуçăлчĕ те Андрей Андреевич шухăш тыткăнĕнчен вăранчĕ. Ун-кун пăхкаласа илчĕ, пĕр-пĕр чĕр-чун чупса иртрĕ пулинех. Вăрманĕ пуян пулсан тискер кайăксем те ĕрчеççĕ, шутларĕ вăл. Аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май вăрмана чылай шалах кĕнĕ иккен. Вăхăчĕ те аванах иртнĕ курăнать. Ерипен уткаласа каялла çаврăнчĕ. Кĕркунне çитнĕ те ÿсентăрансене те хăйĕн сăррисемпе сăрланă. Вăхăчĕ çитнипе курăксем те тĕл-тĕл сарăхнăн курăнаççĕ. Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Ял çынни мĕн тери пуян тавралăхра пурăнать. Кашни йывăç-курăках мĕнле те пулин чиртен сиплет. Пĕлсе сĕткен туса ĕçсен аптекăсенче сутакан хаклă им-çамсенчен те ытларах пулăшĕ. Анчах та ал айĕнчи курăксене хĕлле валли татса хурса типĕтме вăхăт тупаймастпăр. Андрей Андреевич чылай сиплĕ курăк паллать. Вĕсемпе кирлĕ вăхăтра усă курма тăрăшать. Курăк чейĕ лавккара сутакан «пакетиксенчен» чылай усăллăрах пулнине туять. Пахчари хăмла çырли, хурлăхан çулçисене çеç мар, чей вĕретмелли вăрманта, улăх-çаранта ÿсекен курăксене те пуçтарса хатĕрлесе хурать.
Вунă çул ытла ĕнтĕ Андрей Андреевич тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ахаль ларма юратмасть вăл. Пушă вăхăт тупăнсанах мăшăрĕпе вăрмана уçăлма тухаççĕ. Кил-çуртра хурт-хăмăр тытать. Хур-кăвакал, сурăхсем усраççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ.
Чăннипех те юратса, чун-чĕре хушнă пек ĕçленĕ хăй суйласа илнĕ профессипе. Хастар ĕçшĕн А.Кондратьев патшалăхăн тĕрлĕ наградисене тивĕçнĕ. Унăн кăкăрне «Х, ХХ лет безупречной службы в государственной лесной охране», «За сбережение и приумножение лесных богатств РСФСР» паллăсем тата ытти наградăсем илемлетеççĕ. Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсен шучĕ те çук. Ан тив, вĕсем такамшăн хут анчах пулĕ те, ăна тивĕçнисемшĕн хăйнеевĕрлĕ истори. Унта çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕ пытаннă.
А.Кондратьевшăн вара чи пысăк награда вăл хăй ларттарнă хунавсем чĕрĕлсе вăрман пулни, унта халăх кăмăлласа çÿрени. 35 çул вăрман хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн, çутçанталăка упрас тесе тăрăшнăшăн тав туса кашлаççĕ вăл лартнă йывăçсем, çулçисемпе алă çупса саламлаççĕ.
Андрей Андреевича вăрман ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр те телей сунас килет.
Ю.ГАВАРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *