Чунпа кантăмăр шăматкун

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче çĕршывра иртнĕ «Культурăллă Чăваш ен» акцие республика хастар хутшăннă.
Çак асăннă мероприятирен районта пурăнакансем те айккинче юлман. Библиотека, культура учрежденийĕнче тăрăшакансем, ялсенче, район центрĕн- че пурăнакансем, шкул ачисем акцире хастарлăхпа палăрнă.
Комсомольски тĕп тата ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Светлана Тимофеева флорист ертсе пынипе «Кĕрхи эрешсем» мастер-класс йĕркеленĕ. Вулав залĕнче вулакансене валли «Культура мулĕсем» кĕнеке выставки йĕркеленĕ.
Хырхĕррии ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсен специалисчĕсем алă ĕçĕсен «Ырă алăсен ĕçĕсем» тата «Кĕрхи сăрăсем» куравсем ирттернĕ. Юнтапари Тамара Казакова хăй çырнă «Тăван кил» сăвва илемлĕ шăрантарнă. Асăннă мероприяти шайĕнче Тăманлă Выçли культура çурчĕн ĕçченĕсем «Кĕрхи пуянлăх» курав йĕркеленĕ, Елена Сорокина «Тăван Ен» сăвва илемлĕ вуланă. Асанкасси культура çурчĕн специалисчĕсем «Чухласа ил те, юрла» музыка викторини ирттернĕ. Анат Тимĕрчкасси, Урмаел культура ĕçченĕсем асăннă акцие хутшăнса «Кĕр парнисем» куравсем йĕркеленĕ.
Кайнлăк ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем Мария Каçалсем сăввисене илемлĕ вуланă.
Пĕр сăмахпа пĕтĕмлетсе каласассăн, «Культурăллă Чăваш ен» акцие кашни культура учрежденийĕ хутшăннă. Çак вăхăтра шкул ачисемпе тĕл пулусем, ăсталăх класĕсем иртнĕ, тĕрлĕ выставкăсем, алă ăстисен куравĕсем йĕркеленĕ.

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *