Çыннăн ĕçĕ çынна курăнмасть теççĕ. Чăнах та кашнинех хăйĕн ĕçĕ чи кирли, кăткăсси йывăрри пек туйăнать.
Почтальонсен ĕçне илес пулсан — вăл тĕрлĕ енлĕхпе палăрса тăрать. Хаçат-журнал, корреспонденци валеçнисĕр пуçне вĕсен периодика кăларăмĕсене çырăнтармалла, электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн тата ытти тÿлевсене, посылкăсемпе çыру-телеграмма йышăнмалла е ямалла, пенси укçи валеçмелле — пĕтĕмпе каласа та пĕтерейместĕн. Унсăр пуçне сумки-сумкипе сутмалли тавар йăтмалла. Мĕн чухлĕ вăй, чăтăм тата сывлăх кирлĕ почта уйрăмĕн ĕçченĕсене!
Урмаел почта çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем тивĕçĕсене яваплă та туллин пурнăçлаççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп тесе шутлатăп. Гузель Хисамутдинова почта уйрăмĕн начальникĕ, Рания Шайдуллина оператор, Кадрия Зейдуковапа Фения Салахутдинова, Диляра Хамдиева ĕçченсем пĕрле килĕштерсе тăрăшаççĕ. Почтальонсем Урмаел ял урамĕсене кĕскетсе клиентсем патне васкаççĕ. Эпир кăларса тăракан хаçатсене — «Каçал ен», «Вакыт» — вулакансем патне илсе çитереççĕ.
С.ЕФИМОВА.