Янăравлă шăнкăрав урока йыхăрчĕ

Кĕнекесем, чечексем, савăнăçлă пăлхану, пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çитнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем… Эпир çулсерен кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче Пĕлÿ кунне паллă тăватпăр. Çак кун вĕренÿ учрежденийĕсем алăксене тараватлăн яри уçрĕç, классем ачасен хаваслă сассипе тулчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе районти шкулсенче сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Каникулта каннă, савăнăçлă ачасене шкулсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Шел пулин те, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне пула пурин те хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнма тиврĕ.
Кăçал пирĕн районти шкул партисем хушшине пурĕ 2725 вĕренекен ларчĕ. Ку шутран 246 ача пĕлÿ тĕнчин алăкне пуçласа уçрĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче савăнăçлă линейкăна пĕрремĕш, тăххăрмĕш, вунпĕрмĕш тата пиллĕкмĕш кадет класĕсем хутшăнчĕç. Асăннă шкул партисем хушшине кăçал 46 ача пуçласа ларчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин саламларĕç. Вĕсем вĕренекенсене — пĕлÿ илме ăнтăлма, лайăх паллăсемпе вĕренме, çитĕнÿсем тума, вĕрентекенсене — тăрăшуллă та хастар вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсене сывлăх сунчĕç.
Евгений Савельев шкул директорĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тата ашшĕ-амăшĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламласа вĕренÿ кăсăклă та хаваслă тата яваплă ĕç пулнине палăртрĕ, паха пĕлÿ илме сунчĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кăçал савăнăçлă линейка хăш-пĕр классемшĕн çеç пулчĕ. Кăçал пĕрремĕш класра 58 ача пĕлÿ пухĕ. Мероприятие 6-к кадет класĕн ташă ушкăнĕ вальспа уçрĕ. Шкул директорĕ Ирина Соловьева паллă уявпа саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. 2—11-мĕш классенче Пĕлÿ кунне халалланă класс сехечĕсем интерактивлă технологипе усă курса дистанци формачĕпе иртрĕç. Классенче Раççей Вĕренÿ министерстви пуçарнипе йĕркелекен Тăван çĕршыв наукин историйĕпе паллаштаракан тата «Çынсем тата наука», «Раççей наукине мухтав» темăсемпе пĕтĕм Раççейри уçă уроксем иртрĕç.
Шурут вăтам шкулĕн пĕлÿ тĕнчин алăкне кăçал пĕрремĕш класăн 7 ачи пуçласа уçрĕ. Пĕрремĕш класа каякансем сăвăсем вуларĕç. Аслă классенче вĕренекенсем вĕсене уявпа саламларĕç, лайăх вĕренме сунчĕç. Ачасен пысăк савăнăçĕ шкулта «Точка роста» центр уçăлни пулчĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуриншĕн те çутă та усăллă пултăр, пултарулăхпа тата кăсăклă хутшăнупа тултăр, ачасемпе вĕрентекенсене ăс-хакăл енчен пуянлаттăр.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *