«Пушкин картти» программа старт илнĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра «Пушкин картти» программа старт илнĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çÿреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртеççĕ.
«Пушкин картти» — çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14—22 çулсенчи граждансене параççĕ. 2021 çулта карта балансĕ çинче — 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ пулĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, укçана культура мероприятийĕсемшĕн кăна тăкаклама юрать. Карттăпа музейре, те-атрта, концерт залĕсенче, филармонире, «Пушкин картти» проекта хутшăнакан ытти культура учрежденийĕнче билет туяннă чухне ятарлă терминал, вĕсене «шурă тер-минал» теççĕ, тÿлемелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *