Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ĕçлĕ ушкăн Чĕчкен ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем унта тĕрлĕ объектсенче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашса татса памалли майсене пăхса тухнă тата халăхпа тĕл пулнă. Тĕп вырăнта — ялсене аталантарасси. Çавăн пекех район тата влаç ĕç-хĕлĕнчи ыйтусене пăхса тухнă.
Ĕçлĕ ушкăн Аслă Чурачăкри вăтам шкулта та пулнă, çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллашнă. Çÿп-çап контейнерĕсем вырнаçтарнă площадкăсем те, вырăнти çулсене юсасси тата тăвасси те тимлĕхсĕр юлман. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн икĕ ялти масарсем çинчи халăх пуçарулăхĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă çурчĕсене çитсе курнă.
Унсăр пуçне вĕсем Чĕчкен тĕп шкулĕн коллективĕпе те курнăçса калаçнă. Шкул йĕри-тавра хÿме тăвас ĕç мĕнле пурнăçланнипе паллашнă, ыйтусене тата вĕсене мĕнле майпа татса памаллине сÿтсе явнă.
Çак тĕл пулусенче çивĕч ыйтусене тата вĕсене татса парас çул-йĕре пăхса тухни ял тăрăхĕн аталанăвĕн малашлăхĕ çинчен калаçăва усăллă йĕркелеме май панине палăртнă.
С.ЕФИМОВА.