Вăрмансене пушартан сыхласси — пирĕн пĕрлехи ĕç!

Вăрмансене пушартан сыхласси — пирĕн пĕрлехи ĕç!

Мари Элта вăрман пушарне сÿнтереççĕ. Республикăри çуллахи лагерьсенчи тата санаторисенчи 600 ытла ачана эвакуациленĕ. Çывăхра вырнаçнă темиçе поселок хăрушлăхра пулнă. Вут-çулăм пĕрин çине сиксе ÿксе хуçалăхсенче шар кăтартнă. Пурăнмалли çуртсене пушартан хăтарса хăварнă.
Юнашар республикăри вăрманта алхасакан пушар чăваш вăрманĕсене ярса илес хăрушлăх пысăк пулнă. Чăваш Енре виçесĕр шăрăх тăчĕ, кун каçа сывлăш температури 36 градус таранах хăпарчĕ.
Вăрманта 38 маршрутпа патруль тума 28 техникăпа усă курса мобильлĕ ушкăнсем явăçтарнă. Маршрутсен вăрăмăшĕ — 610 километр.
Пушар хăрушлăхне сирес тĕллевпе граждансене тата автотранспорта вăрмана кĕме вăхăтлăха чарнă.
Чару мерисене пăхăннине тĕрĕслеме Патшалăх пушар сыхлавĕн ушкăнĕсенчен мобильлĕ ушкăнсем йĕркеленĕ. Вăрман зонине кĕрекен çулсем çине хушма çул-йĕр патруль службин посчĕсене тăратнă.
Атăл леш енчи пушар хăрушсăрлăх лару-тăрăвне Раççей МЧСĕн пилотсăр вĕçекен аппарачĕсем мониторинг тăваççĕ. Патшалăхăн сахал виçеллĕ суд инспекцийĕсен экипажĕсем вăрман çумĕнчи Атăл çыранĕсене сăнаса тăраççĕ.
Палăртса хăвармалла, Чăваш Енре 13 вăрман пушарĕ пулнă. Вĕсенчен 5-шĕ — Улатăр районĕнче. Вут-çулăм 24 гектара яхăн лаптăка ярса илнĕ.
Аса илтеретпĕр, апрелĕн 25-мĕшĕнчен республикăра вăрманта тата ун çумĕнче кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, çÿп-çап çунтарма чаракан пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăйра. Йĕркене пăсакансене пысăк штафсем тÿлеттереççĕ.
Республикăра пурăнакансене тата хăнасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма, çывăх вăхăтра вăрмана каяссинчен тытăнса тăма чĕнсе калатпăр. Тархасшăн сыхă пулăр. Мари республикинчи вăрман пушарĕсем — вут-çулăм хăрушлăхне кăтартса паракан тĕслĕх.
Вăрмансене сыхласа хăварасси — пирĕн тивĕç!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *