Воскресенье, 19 мая

Микроçырав иртет

2021 çулхи августăн 1—30-мĕшĕсенче Раççейре ял хуçалăх микроçыравĕ иртет. Яваплă тапхăр пирĕн районта та пуçланнă. Çырав вăхăтĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çыравпа çыхăннă ыйтăмсене хăйсем тĕллĕнех, Росстатăн веб-системи урлă пурнăçлама пултараççĕ. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем вара ятарлă тум тăхăннă çыравçăсемпе тĕл пулĕç.
Переписчиксем «СХМП-2021» символикăллă симĕс кепкăпа, жилетпа çÿрĕç. Районта пурĕ 22 çыравçăпа 4 инструктор тăрăшаççĕ. Августăн 8-мĕшĕ тĕлне çыравçăсем 3847 хуçалăхра пулнă. Пĕтĕмĕшле вара 10635 хуçалăха çитмелле. Паянхи куна ĕçе 36,2 процент пурнăçланă. Вĕсен кашнийĕшĕн çак ĕçе пурнăçлама ирĕк паракан удостоверенипе паспорт та пĕрлех. Вĕсене маларах планшетпа, программăпа мĕнле ĕçлемеллине вĕрентнĕ. Çыравçăсем районта пурăнакансемпе тĕл пулма та ĕлкĕрнĕ, ыйтусем çине хуравсем илнĕ. Çыравçăсем ыйтакан кăтартусем нимĕнле налук органне те каймаççĕ, вĕсем статистика валли çеç кирлĕ, çавăнпа та çынсен хушаматне те, адресне те кăтартмаççĕ. Çырава пĕтĕмĕшле илес пулсассăн ял хуçалăх организацийĕсене тата уйрăм хуçалăхсене малашне пулăшу парас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Пĕр уйăха пыракан çырав çĕр ресурсне, ял хуçалăх тата нумай çул ÿсекен культурăсене, выльăх йышне район, республика, çĕршыв шайĕнче тĕплĕнрех палăртма пулăшĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем — кăçалах, пĕтĕмлетĕвĕ çитес çул паллă пулаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *