Ăста специалистсем яланах хакра

Ăста специалистсем яланах хакра

Район центрĕнче унта та кунта çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, илемлĕ те хăтлă капмар çуртсем иртсе пынă чухне те куçа савăнтараççĕ. Çак илеме ăсталакансем — строительсем. Ку питĕ йывăр та пархатарлă ĕçре тăрăшма кашниех пултараймасть. Строитель пулма вăй-хăватпа чăтăмлăх çеç мар, алă пыни те, хăйне евĕр ăсталăх та кирлĕ.
Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ нумай çул ĕнтĕ района хăтлăлăх кĕртес, çĕнĕ объектсем тăвас, киввисене реконструкцилес, юсас енĕпе ĕçлет. Кунта тăрăшакансем çитсе курман ял районта юлман. Шкулсем, ача сачĕсем, çемье врачĕн офисĕсем, модельлĕ библиотекăсем пĕрре мар хăпартнă вĕсем. Çавăн клубсене, больницăсене тата ытти учрежденисене тĕпрен юсасси те вĕсемшĕн йывăр ыйту мар. Кун пек ĕçсене организацин специалисчĕсем хаваспах пикенеççĕ, кашни ĕçе вăхăтра та пысăк пахалăхпа тума тăрăшаççĕ.
Организацие 25 çул ытла Владимир Максимов ертсе пырать. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне стройкăпа çыхăнтарнă — ку енĕпе 40 çул ĕçлет ĕнтĕ. Пултаруллă ертÿçĕ кашни ĕçе пĕлсе йĕркелет, заказ паракансен шухăш-кăмăлне шута илсе чăннипех те илемлĕ, куçа савăнтаракан объектсем ăсталама тăрăшать. Сăмах май, мăшă- рĕпе вĕсем виçĕ ывăл çи- тĕнтернĕ. Вĕсем пурте ашшĕ çулĕпе кайса пурнăçĕсене строительствăпа çыхăнтарнă.
Коллективра чи хакли, чи пахи — ăста кадрсем. Юсавпа строительство участокĕ те шăпах çакăн пек ăста алăллă, тăрăшуллă ĕçченсем çинче тытăнса тăрать. Акă, Николай Белков сварщик кашни хушнă ĕçе тĕплĕн те пĕлсе пурнăçлать. Ирина Воробьевăпа Надежда Шатова штукатур-малярсем ĕçе вăр-вар та паха пурнăçлама пĕлеççĕ. Ытти ĕçченсем те хăйсене шанса панă ĕçрен нихăçан та пăрăнса юлмаççĕ.
Лайăх, ăста специалистсем яланах хакра. Çавна май Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕнчен кÿршĕ районсем те вăхăтран-вăхăт пулăшу ыйтаççĕ. Çапла строительсем пĕрре мар Елчĕк, Йĕпреç районĕсене тухса ĕçленĕ, Йĕпреçри этнографи музейĕнчи архитектура палăкĕсене юсаса çĕнетес ĕçре те палăрнă. Пĕлтĕр вĕсем Йĕпреç районне, поселокне кĕнĕ çĕрти стелăсене тунă. Эскизĕсене Владимир Максимов хăй хатĕрленĕ.
Коллектив ĕçлемен вырăн та юлман, вĕсем çĕнетнĕ объектсен шучĕ те çук. Акă, халĕ те ĕçченсем алă усса лармаççĕ: Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче юсав ирттереççĕ. Кунта вара тумалли пайтах. Ачасем сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсаса çĕнетнĕ шкулта парта хушшине ларма пултарччăр тесен çанă тавăрсах ĕçлес пулать. Тăрăшуллă ăстасене кашни ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *