Уй-хирте

Уй-хирте

Уй-хирте хĕрÿ ĕççи пырать. Августăн 5-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 5815,5 гектар /кĕрхи тулă — 2523, ыраш — 338, çурхи тулă — 1001, урпа — 1753,5 тата сĕлĕ — 251, пăрçа — 133/ çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Хуçалăхсем пурĕ 10644,86 тонна тухăç илнĕ. Вырма ĕçĕпе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла пырать. Район шайĕнче пурĕ 5552 тонна утă, 13939 тонна сенаж, 1441 тонна силос янтăланă. Пĕр çул ÿсекен курăксене — 533 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 3745 гектар çинче çулнă. Çитĕнтернĕ тухăçа пухнипе пĕрлех районти аграрисем кĕрхисене акса хăварассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пурĕ 975 гектар çĕр хатĕрленĕ, 1300 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.
Р.БАСНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *