РФ Патшалăх Думин депутачĕ районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ

РФ Патшалăх Думин депутачĕ районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ

Августăн 3-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков района ĕçлĕ визитпа килчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пулчĕ. Депутат муниципалитетăн социаллă тата экономика аталанăвĕн программипе, промышленноç предприятийĕсен аталанăвĕн планĕпе тата «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» программа шайĕнче Комсомольскинчи кану паркĕ çумĕнчи площадкăна брусчатка сарассипе, çул-йĕр тăвассинче пурнăçланакан ĕçсемпе паллашрĕ.
Райпо канашĕн председателĕ Светлана Грачева депутата Комсомольски райпо тытăмĕн ĕçĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Райпо предприятийĕсем районта пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе, тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. Анатолий Аксаков Комсомольскинчи «Кооператор», «Хлебозавод» ОООсен ĕç-хĕлне тимлерĕ. Çак организацисем туса кăларакан продукцие — алкогольсĕр газланă, газсăр шывсемпе сĕткенсене тата çăкăрпа тĕрлĕ печени-пĕремĕксене — халăх кăмăлласа туяннине палăртса хăвармалла. «Хлебозавод» ООО директорĕ Физикать Абитов туса кăларнă çĕрте усă куракан чĕр-тавар хакланса кайнине пула хатĕр продукцин хăйхаклăхĕ ÿсни пирки пăшăрханса калаçрĕ, ĕçченсен ĕçне çăмăллатмалли условисем туса памалли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков Комсомольски райпо тытăмне кĕрекен лавккасене — 2 номерлĕ /симĕс/ магазина, хозмага, универмага, гастронома — çитсе курса унти таварсен ассортименчĕ пуян пулнине палăртрĕ. «Торговый дом» ООО директорĕ Ирина Кочанова пĕлтернĕ тăрăх, хозмагри таварсем сутакан зала çитес вăхăтра пысăклатмалла. Каласа хăвармалла, вăл район хаçачĕпе тата интернет уçлăхĕпе анлă усă курса çĕнĕ таварсене реклама тăвассине ăнăçлă йĕркелесе пырать. Çавăн пекех клиент паянхи кун телефонпа шăнкăравласа е онлайн мелпе саккас тума та тата туяннă таваршăн тÿлеме те пултарать.
Анатолий Аксаков республикăри тĕрлĕ районсенчи потребкоопераци предприятийĕсен представителĕсен канашлăвне хутшăнса вĕсене шухăшлаттаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Ĕçри йывăрлăхсене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса татса пама май пурри çинчен аса илтерчĕ.
Ĕçлĕ визит вăхăтĕнче Анатолий Аксаков Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Петр Красновпа, Валерий Павловпа тата Юрий Поповпа тĕл пулчĕ.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *