Район прокуратури вĕренÿ организацийĕсенчи капиталлă юсав объекчĕсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă палăрнă: 2 муниципаллă контракт тăрăх 2 подряд организацийĕпе шкулăн шалти пÿлĕмĕсене юсама тата çывăхри территорие тирпей-илем кĕртме килĕшÿ тунă. Çав вăхăтрах район прокуратури палăртнă тăрăх, палăртнă срокра подряд организаци- йĕсем ĕçсене туса ĕлкĕреймеççĕ. Хальлĕхе ĕçсен 60 процентне çеç пурнăçланă.
Çавна май «Алексстрой» ООО тата «Стройкомфорт» ООО ертÿçисене саккуна пăсма юраманни çинчен асăрхаттарнă.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ.