Хĕрÿ тапхăрта çанă тавăрса ĕçлекен хĕлле тутă пулать

Хĕрÿ тапхăрта çанă тавăрса ĕçлекен хĕлле тутă пулать

Вырма вăхăчĕ — аграрисен ĕç- хĕлĕнчи черетлĕ ылмашăвăн йĕркинче яваплă тапхăр. Çĕр ĕçченĕсем çитĕнтернĕ уй-хир тухăçне пухса кĕртме васкаççĕ. Çутçанталăк шар кăтартмасан, техника тикĕс ĕçлесен, ĕçченсем пĕлсе вăй хурсан, ĕçе яваплă пурнăçласан тырпула тăкаксемсĕр пÿлмене хывасса шанса тăраççĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем.
Паян пирĕн репортаж «Луч» ЯХПКри вырма вăхăтĕнчи лару-тăру çинчен. Хуçалăх çак тапхăра лайăх хатĕрленни тата ĕçченсем пахалăхлă вăй хуни куçкĕрет. Вĕсем кашни сехетпе май килнĕ таран тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Çанталăк ырă кун панă чухне хирсенче иртен пуçласа каçчен техника шăв-шавĕ кĕрлесе тăрать.
Анатолий Егоровпа Виталий Шорников тытса пыракан икĕ комбайн уйра çип çапнă евĕр тÿрĕ йĕрпе пынине куç илми пăхса тăрас килет. Кăвайтри çулăм явăнса ялкăшнине тата шыв юххине вĕçĕмсĕр пăхма пулать, теççĕ. Хирте мăнаçлă шăвакан «уй карапĕсен» ĕçĕ те çутçанталăкăн асăннă пулăмĕсенчен кая мар куçа тыткăнлать иккен. «Палессе» комбайнсем тырă пуссине сарлака вырса илнĕ хыççăн юлса пыракан кĕске хăмăл пуç турипе тураса тухнăн тикĕс курăнать. Механизаторсен пулăшуçисем — ывăлĕсем Дима Егоровпа Антон Шорников.
Комбайн бункерĕсем «сарă ылтăнпа» туласса автомашинăсем кĕтсех тăраççĕ. Сергей Кадыковпа Валерий Краснов водительсем йывăр тиевлĕ машинăсемпе тырра йĕтем çине турттараççĕ.
Комбайнсем хыççăнах Сергей Андреев улăм пуçтаракан пресс çаклатнă тракторпа ĕçе пикенет. Çаврăмсем тунăçемĕн трактор хыççăн юлакан улăм рулонĕсен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсене Анатолий Степанов тиемелли агрегат çаклатнă тракторпа тележка çине хăпартса, вырнаçтарса хурать. Валерий Белков тракторист улăм рулонĕсене çийĕнчех турттарса тăрать. Вăл пĕр харăс 14 рулон таран тиенĕ прицепа вырăна çитсе пушатать те татах хире васкать. Механизаторсем каланă тăрăх çул тикĕс пулсан унта 20 рулон та вырнаçтарма пулать.
— Хирте техника ванасси те пулать. Кунашкал пулса тухсан эпир ăна çийĕнчех юсама тăрăшатпăр. Ырă çанталăкра хиртен кĕмесĕр кунĕпех ĕçлетпĕр. Вырмана вăхăтра вĕçлени хамăршăн лайăх, — теççĕ уйра вăй хуракан механизаторсем.
Йĕтемсенче икĕ бригада тăрăшать. Вĕсен ĕçне Марина Земскова йĕркелесе пырать. Тури Тимĕрчкассинче Галина Петрова, Нина Козлова, Татьяна Семенова, Надежда Леонтьева тăрăшаççĕ. Анатолий Борисов машинист сортировкăсен ĕçне тимлет. Анат Тимĕрчкассинче Ирина Наумова, Ольга Борисова, Татьяна Земскова, Галина Иванова вăй хураççĕ. Сергей Крылов машинист сортировкăсене пăхса тирпейлесе тăрать.
«Луч» ЯХПК мăйракаллă шултра выльăхсен пуçне çулсерен ÿстерме тăрăшать. Вĕсем валли апатне çителĕклĕ янтăламалла, сивĕ хĕл кунĕсенче хÿтлĕх кирлине те асра тытмалла. Юсав ĕçĕсем пыракан объектри лару-тăрупа та паллаштарчĕ хуçалăх ертÿçи. Николай Наумов, Вячеслав Курицын, Сергей Никифоров тата Вячеслав Поляков пăрусем валли вите юсаççĕ.
Анатолий СЕМЕНОВ: «Мана «Луч» ЯХПК ертÿçи пулма шаннă вăхăтра хуçалăхра шултра мăйракаллă выльăх шучĕ 150 пуçпа танлашатчĕ, паянхи кун — 400 пуç. Сĕт суса илсе сутни хуçалăха кашни кун укçа-тенкĕпе тивĕçтерме май парать, ал-ура çавăрма аванах пулăшать. Çавăнпа выльăх пуçне малашне те ÿстересшĕн. Çулсем иртнипе япăхнă витесене укçа-тенкĕ çитнĕ таран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн юсаса çĕнететпĕр. Паянхи кун вара чи кирли — тухăçа çухатусăр пÿлмене хывасси. Ĕçченсем кашни хăй вырăнĕнче яваплă ĕçлессе тата ăнăçу пирĕнпе пĕрле пуласса шанатăп».
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *