Çанталăк лайăх тăнине кура районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсем тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пĕр канмасăр тенĕ пек вырма ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Çулла çанă тавăрса тăрăшни хĕлĕпе пуян тухăçпа савăнма май парать-çке.
Августăн 2-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 4366 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, çав шутра: 2065 гектар — кĕрхи тулă, 338 гектар — ыраш, 916 гектар — çурхи тулă, 921 гектар — урпа, 101 гектар — сĕлĕ, 90 гектар — пăрçа. Хуçалăхсем хальлĕхе пурĕ 8075,5 тонна тухăç илнĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Хальлĕхе пурĕ 5322 тонна утă, 13939 тонна сенаж, 1441 тонна силос янтăланă. Пĕр çул ÿсекен курăксене — 533 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 3745 гектар çинче çулнă.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.