Çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Нумаях пулмасть Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче оперативлă службăн кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Чи малтанах «Комсомольский» уйрăмĕн полици пайĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин тухса калаçнă. Отчетлă тапхăрта шута илнĕ преступленисен йышĕ ÿснĕ. Ку вăл ытларах ют çынсен пурлăхне çаратасси тата вăрласси нумайланнипе çыхăннă. Пирĕн районта 64 преступление, Елчĕк районĕнче 46 преступлени тунине регистрациленĕ. Ку вăл икĕ районпа илес пулсассăн иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 11,1 процент нумайрах. Çапах та Аслă Çĕрпÿел, Чĕчкен, Элпуç, Шурут ял тăрăхĕсенче преступлени тăвасси ÿссех пыни пăшăрхантарать.
Калас пулать, саккуна пăсакансен йышĕнче — ытларах ниçта та ĕçлеменнисем, маларах та судпа айăпланнисем, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем. Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем профилактика ĕçне вăйлатнăран, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕрен йĕркене ÿсĕрле пăсакансен йышне чакарма май килнĕ. Унччентерех тунă преступленисене тупса палăртас ĕçе те ятарлă контроле илнĕрен преступленисене уçса пама май килнĕ.
Комплекслă ĕçленине пула çул çитмен ачасем преступлени тăвасси ырă енне улшăннă. Палăртнă тапхăрта çул çитмен ачасем преступлени туман. Анчах та йĕркене пăхăнманшăн çул çитмен ачасем тата ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе 32 административлă протокол çырнă, 19 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă.
Çак тапхăрта çул-йĕр çинчи инкексем чакни савăнтарать. Кăçалхи 6 уйăхра 11 аварие регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 17 çын аманнă. Çапах та руль умне ÿсĕрле ларнă 52 водителе тытса чарни тимлĕхе самантлăха та çухатмалла маррине калать.
Обществăлла вырăнти лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрас енĕпе икĕ районта — 44, вăл шутран пирĕн районта 24 видеокамера ĕçлет. Аппаратпа программа комплексĕ тăрăх йĕркене пăсакан 16 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Çапах та обществăлла вырăнта преступлени тăвасси ÿссе пыни шухăша ярать. Пурин те саккуна пăхăнса пурăнасчĕ те. Мĕншĕн тесессĕн вăл çирĕп ыйтать. Апла пулин те йĕркене пăсакансем пирĕн хушăра пур-ха
Уйрăмах çынсене онлайн майпа улталакансен йышĕ кунран-кун ÿсет. Çынсем телефонпа шăнкăравлакансене наччасрах ĕненеççĕ, вĕсем мĕн каланине тăваççĕ те самантрах укçа-тенкĕсĕр тăрса юлаççĕ. Ултавçăсен серепине лекекенсем пирĕн районта та сахал мар. 6 уйăхра кун йышши 5 преступлени регистрациленĕ.
Тимлĕ пуласчĕ, асăрханасчĕ, палламан-пĕлмен çынсемпе хутшăнăва кĕрес марччĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *