Елена Турбина: Хамăр патра туса кăларакан апат-çимĕçе туянатăп

Елена Турбина: Хамăр патра туса кăларакан апат-çимĕçе туянатăп

Микробиологи ăслăлăхĕ сĕт йÿçĕхнине те, апат-çимĕç пăсăлнине те тĕпчет. Хальхи вăхăтра сĕт кĕвĕлнин, ытти çимĕç пăсăлнин вăрттăнлăхне вĕсенчи микроорганизмсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтараççĕ. Бактерисене, вируссене тата кăмпасене шăпах микробиологсем тĕпчеççĕ. Çак специалистсен тĕллевĕ — çав микроорганизмсем мĕнле сăлтавсене пула аталанма пуçланине, тĕрлĕ условире мĕнле улшăннине палăртасси. Унашкал ĕçченсенчен пĕри — Чăваш патшалăх аграри университечĕн микробиологи тĕпчевĕсен лабораторийĕн ертÿçи Елена Турбина.
Тольятти хулинче çуралнă, Тăманлă Выçли ялĕнче ÿснĕ Алена Портнован ?хĕр чухнехи хушамачĕ/ кукамăшĕ медицина ĕçченĕ пулнă. Унăн ĕçĕ мĕн тĕрлĕ пархатарлине хĕр пĕрчи ачаллах курса ĕненнĕ: ялти фельдшер пунктне кулленех пулăшу ыйтма вун-вун çын пынă, унсăр пуçне çывăх тăванĕ ĕçре пулман вăхăтра — çĕрле е ир-ирех — чирпе нушаланакан патне çула тухнă. Кайран, чирленĕ çын ура çине тăрсан, вăл кукамăшне тав сăмахĕ калама пыни пĕчĕк Аленăна питĕ хавхалантарнă. Çавăнпа: «Ÿссен эсĕ кам пулатăн?» — ыйтăва яланах пĕр пек: «Кукамай пек медицина ĕçченĕ», — тесе хуравланă.
1990 çулта Шупашкарти медицина училищин санитарипе фельдшер уйрăмĕнче вĕренсе тухнă хыççăн Алена Комсомольскинчи санэпидстанцире ĕçленĕ, каярахпа Шупашкарти эпидемиологипе гигиена центрне ĕçлеме вырнаçнă. Тĕрлĕ лабораторире — сывлăша тĕпчекен, токсикологи лабораторийĕсенче вăй хунă. Çапах çакă çителĕк- сĕррине туйса малалла пĕлÿ илме тĕв тытнă — Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн каçхи уйрăмĕнче «медсестран менеджер ĕçне» вĕреннĕ. Ун хыççăн тата 12 çул санэпидеми станцийĕнче вăй хунă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче лаборатори уçма чĕнсен турткалашса тăман — çĕнĕ вырăна тÿрех килнĕ. Лаборатори 2018 çулта ĕçлеме пуçланă. Мĕн тумалла-ха кунти микробиологăн; Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: шыври, ял хуçалăхĕнче туса илнĕ апат-çимĕçри, тăпрари, выльăх апатĕнчи, удобренисенчи микроорганизмсене тĕпчемелле.
Çакна пĕлес килчĕ: пирĕн тăрăхри ÿсен-тăран ытларах мĕнле чирпе нушаланать-ши? «Çĕр улмине илес тĕк, эпир ăна çичĕ енлĕн тĕрĕслетпĕр. Калама пултаратăп: Чăваш Енри «иккĕмĕш çăкăра» ытларах чухне икс тата игрек вируссем сиен кÿреççĕ. Мĕнре палăрать-ха çакă? Çĕр улми шăтса тухсанах япăх ÿсет, çулçи пĕрĕнме пуçлать. Тухăçĕпе те савăнтармасть, унран та ытларах — сывă тунасене чирлеттерет. Унашкал вăрлăха пĕтермелле, пĕрлех унти тăпрана та тĕрĕслесе сыватмалла», — ăнлантарчĕ Елена Геннадьевна.
Шыв пирки мĕн шухăшлать-ха вăл? Ял çынни ытларах чухне пусăран, çăл куçран ăсакан шыва тÿрех ĕçет. Елена Геннадьевнăн хуравĕ кĕске пулчĕ: «Вĕретмен шыва ĕçмелле мар».
Микробиолог ĕçĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес килчĕ. Медицинăпа та, фармакологипе те çыхăннă вăл. Микроорганизмсем пур çĕрте те — сывлăшра, алă çинче, апат-çимĕçре — пур-çке. Унсăр пуçне вĕсене лабораторире те çитĕнтереççĕ: çакăн валли унта ятарлă майсем пур. Микроорганизмсене тупса палăртма ятарлă тестсем пур.
Елена Геннадьевна тĕпчев лабораторийĕпе те паллаштарчĕ. Унта хура тата таса зонăсем пур. Калăпăр, пĕр-пĕр хуçалăх ертÿçи çĕрулми вăрлăхне тĕрĕслеттерсе пăхас тенĕ. Вăл ăна лаборатори ĕçченĕсене хура зонăна хăпартса парать. Тавара тĕпчес ĕç шăпах çавăнта иртет. Сăнав витĕр тухнă кашни япалана, патогенлă организмсене автоклавра тĕп тăваççĕ. Унтан хура зонăран ĕçленисем тасине лекиччен «санпропускник» витĕр тухаççĕ: душра çăвăнаççĕ, таса тум тăхăнаççĕ, вара тин таса зонăна лекеççĕ. Лаборатори «чĕри» — ДТлайт амплификатор. Асăннă прибор ДНК чирĕсене, вируссем пуррипе çуккине тĕрĕслет, пĕтĕмлетÿсене экран çине кăларса парать. Лабораторири ĕçсене микробиологсăр пуçне биолог, аслă лаборант, лаборант тата ăслăлăхăн кĕçĕн ĕçченĕ пурнăçласа пыраççĕ.
— Мана ĕç питĕ килĕшет. Микроорганизмсем мĕнле аталаннине тĕпчеме питĕ кăсăк- лă. ГМО пуррипе çуккине те тĕрĕслетпĕр. Эпир кунта 3-мĕш тата 4-мĕш ушкăнсенчи патогенлă микроорганизмсемпе ĕçлетпĕр. Мĕне пĕлтерет-ха çакă; Вĕсем çынна чирлеттерме пултараççĕ. Тĕпчев ĕçĕ студентсене килĕшнине те курса тăратăп. Лабораторире йĕркелекен экскурсисене хутшăннисĕр пуçне практикăсенче те хастарлăх кăтартаççĕ. Кунти занятисем вĕçленсен те хăйсен ирĕкĕпе килекенсем пур. Микробсем ÿс- нине сăнама чăнах та кăсăклă. Сăмахран, пыршă бактерийĕсем тимĕр пек йăлтăртатаççĕ, стафилоккоксем ылтăн тĕслĕ çаврашкана аса илтереççĕ. Кайран вĕсене, паллах, автоклавра пĕтеретпĕр. Музей коллекцийĕнче вара 12 тĕрлĕ микробăн штамĕсем пур, — тет Елена Геннадьевна.
Микробиолог лавккаран мĕнле апат-çимĕç туянать-ши? Елена Геннадьевна ытларах чухне хамăр тăрăхра туса кăларнисене тата хатĕрленисене килĕштерет. «Çав япаласене хам тĕрĕсленĕ май пирĕн тăрăхри апат-çимĕç, çав шутра пахча çимĕç те, шанчăклине курса ĕнентĕм», — çирĕплетрĕ вăл.
Микробиолог пулма медицина пĕлĕвĕсĕр пуçне тата мĕнли кирлĕ-ши; Квалификацие ÿстерсех тăмаллине питĕ лайăх ăнланать вăл. «Вируссем те çулленех çĕнелсе, хушăнса пыраççĕ. Микробиологăн питĕ тимлĕ, яваплă, гигиена хăрушлăхĕн ыйтăвĕсене тÿррĕн пурнăçласа пыракан специалист пулмалла. Микробиолог профессине илекен çынсем тĕрлĕ тытăмра — ветеринари, медицина лабораторийĕсенче, апат-çимĕç предприятийĕсенче тата ытти çĕрте — ĕçлеме пултараççĕ»,— каласа кăтартрĕ Елена Турбина. Вăл медицина пĕлĕвĕ илнисĕр пуçне тата биолога вĕреннĕ, 2019 çулта микробиологи енĕпе Саратоври экспертизăпа хаклавăн Пĕтĕм тĕнчери академине пĕтернĕ.
Анатолий мăшăрĕ, вăл та Тăманлă Выçлирен, «Элара» заводра ĕçлет. Икĕ ывăлне кун çути парнеленĕ. «Аслă ачана, тем пек тăрăшсан та медицина енĕпе ăс пухма яраймарăм, — ÿкĕнÿллĕн палăртрĕ Алена. — Евгений банкра ĕçлет, Богдан пĕрремĕш класс пĕтерчĕ. Аграри университетĕнче çакăн пек шайри лаборатори уçма мехел çитернĕшĕн Андрей Макушев ректора тата сăнавпа лаборатори центрĕн пире куллен пулăшса, хавхалантарса пыракан ертÿçине Муза Кириенкăна пысăк тав».
/«ХЫПАР»/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *