Çăлăнăç — вакцинăра

Çăлăнăç — вакцинăра

Коронавирус чирĕн çĕнĕ штамĕсем сарăлма тытăннă. Вĕсем чирлесе ирттернисене те, антителасем пуррисене те ерме пултараççĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх республикăра хальхи вăхăтра коронавирусăн Британ /9 тĕслĕх/, Инди /6 тĕслĕх/ штамĕсемпе чирленĕ çынсене тупса палăртнă. Çавна май вакцинаци туни çеç хăрушă чиртен сыхласа хăварма пултарнине çирĕплетеççĕ эпидемиологсемпе тухтăрсем. Паянхи куна районта пурăнакасем — 4365 çын — вакцинациленнĕ. Медицина сферинче ĕçлекен — 197 çын, вĕренÿ сферинче тăрăшакан — 239 çын, социаллă пулăшу сферинче ĕçлекен 10 çын прививка тутарнă.
— Прививка тутарас текенсем валли вакцинаци çителĕклĕ кÿрсе килеççĕ. Кунне 60—120 çынна прививка тăваççĕ, — пĕлтерчĕ Николай Васильев тĕп тухтăр.
Чир инфекцийĕ вара ытларах обществăлла вырăнсенче пулнă вăхăтра ерет. Апла пулин те нумайăшĕ хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаççĕ. Чирлекенсен йышĕ ÿснĕрен республикăра массăллă мероприятисене ирттерме чарнă. Роспотребнадзор мăсăльман тĕнне ĕненекенсен Курбан-байрам тĕн уявне çирĕп йĕркене пăхăнса ирттерме сĕннĕ. Алăсене дезинфекци тумалла, çăвар сăмсана маскăпа хупламалла, пĕр-пĕрин хушшинче дистанци тытассине те манмалла мар. Тимлĕ пуласчĕ, сывлăха упрасчĕ. Июлĕн 19-мĕшĕ тĕлне районта коронавируспа 67 çын чирли паллă. Вĕсенчен 17-шĕ больницăра сипленет, ыттисем — килте. Пурне те эмелсемпе тивĕçтереççĕ.
Хальхи вăхăтра республикăра обществăлла апталанăвăн 4 организаци- йĕнче ковидсăр зонăсем йĕркеленĕ. Унта электронлă документ QR – код тата ковид чирне тупса палăртманнине е сывалнине çирĕплетекен ПЦР-тест пуррисене анчах кĕртеççĕ.
Суя сертификат туса пама шантаракан ултавçăсен аллине лекесрен те асăрханмалла. Çакăншăн сертификат туянакана та, ăна туса паракана та уголовлă майпа айăплаççĕ.

А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *