Çитĕннĕ тырпул паха тухăçпа савăнтармалла

Питрав хыççăн çанталăк кĕр енне сулăнать. Хĕл хырăмĕ пысăк. Ăна тăрантас тесен ĕççи вăхăтĕнче сулхăнта канса лараймастăн. Районти ял хуçалăх кооперати- вĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ĕçченĕсем тăрăшсах выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, утă çулаççĕ, сенаж, силос хываççĕ.
Хăшпĕрисем вырмана тухнă, теприсем паян мар пулсан ыран уй карапĕсене хире кăларма хатĕр. Пурте вырмана тухăçлă, пĕр тăкаксăр ирттерес тĕллевпе пурăнаççĕ.

«Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕн специалисчĕсем Светлана Петуховăпа Вера Рыжова «Восток» ЯХПКра пулса уйри тырпулпа пăрçа йышши культурăсен анисен тасалăхне тата тухăçлăхне тĕрĕслерĕç. Хуçалăх ертÿçи Валерий Михеев «Восток» хуçалăхри кĕрхи туллăн 2-мĕш репродукциллĕ «Московская-39», урпан 2-мĕш репродукциллĕ «Эльф», пăрçан 1-мĕш репродукциллĕ «Спартак» сорчĕсен уйĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Специалистсем анасем çумкурăкран таса пулнине палăртрĕç. Культурăсен тухăçлăхĕ те, кăçалхи шăрăх çанталăка шута илсен, япăх пулмалла мар. Туллăн малтанлăха палăртнă тăрăх вăтам тухăçĕ гектартан 25 центнертан кая пулмалла мар. Пăрçан, каярах юлса акнă пулсан та, лапаткисем тулли. Апла пулсан тухăçлăхĕ аван пулмалла. Хуçалăх ĕçченĕсем хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлессипе вăй хураççĕ — сенаж хатĕрлеççĕ. Хĕрарăмсен бригади йĕтем çинче тата тырă кĕлечĕсене тасатать. Уй хиртен тĕш-тырра кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Валерий Михеев пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра кашни ĕçчен шанса панă ĕçе пахалăхлă пурнăçлама тăрăшать, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче никамăн та алă усса ларма вăхăт çук. Халь-халь вĕсем вырмана тухма хатĕр тăраççĕ.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *