Понедельник, 29 апреля

Смартфон пур — çырава хутшăн

Смартфон пур — çырава хутшăн

Монохромлă ЖК-дисплейлă пĕрремĕш смартфон 1994 çулта тухнă. 2012 çул тĕлне çавнашкал телефонсемпе миллард çын усă курнă. Халĕ тĕнчере 8 миллард çын пурăнать, вĕсенчен çуррин ытла мобильлĕ гаджетсем пур. Смартфонсем çырава хутшăнма мĕнле пулăшни пирки каласа паратпăр.
Хальхи вăхăтра смартфонсем пирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ: вĕсемпе эпир япаласем туянма е кÿрсе килме ыйтма пултаратпăр, çĕнĕ хыпарсем вулатпăр, видео пăхатпăр, тăвансемпе тата юлташсемпе çыхăнатпăр, пĕр-пĕринпе паллашса çемье çавăратпăр, патшалăх учрежденийĕсен пулăшăвне илетпĕр. Кăçал вара смартфонсемпе Раççейри цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравне хутшăнма май пур.
Халăх çыравĕ — 2021 çулхи тĕнчери пысăк мероприяти. Унта аталаннă мĕн пур  çĕршывсем  хутшăнаççĕ.  Çырав  кăтартăвĕсем  тăрăх  Халăхсен  Пĕрлештернĕ  Организацийĕ /ООН/ Çĕр чăмăрĕ çинче миçе çын пурăннине шутлать.
Пандеми пуçлансан ООН çĕршывсене çырав дистанци, онлайн мелĕсемпе ирттерме сĕннĕ. Урăхла каласан, Интернетра кашни харпăр хăй тĕллĕн анкетăсене тултарма пултарать. Цифрăллă çырав пĕтĕм тĕнчери статистиксемшĕн стандарт пулса тăчĕ. Америкăра, Китайра, Великобританире ку мелпе малтан усă курма пуçланă.
Кăçалхи октябрьте иртекен Раççейри çырав халăхсем хушшинчи организаци ыйтнисене пĕтĕмпех тивĕçтерет. Унта хутшăнма Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленни, Андроид е iOS тытăмлă смартфон, планшет, компьютер, интернет çыхăнăвĕ кирлĕ.
Электронлă бланксене харпăр хăй пирки кăна мар, мăшăр, ачасем тата ашшĕ-амăшĕ пирки те çырса тултарма юрать. Çыравçăсем килсене тухса ыйтса çÿресе хут листисем çине çырнă чухнехи пекех хуравламалла.
Раççейре юлашки çырав 2010 çулта иртнĕ. Юлашки çулсенче çĕршывра улшăнусем чылай пулнă. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пире çĕршывра миçе çын пурăннине, наци тытăмĕ, халăхсем куçса çÿрени, вĕренÿ шайĕ пирки тĕрĕс пĕлме май парать. Çавăн пекех, обществăри ытти пулăмсене те яр уççăн çутатать. Вĕсем тăрăх социаллă пулăшусен çĕнĕ программисене йышăнĕç, çăмăллăхсен калăпăшне палăртĕç.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ 2021 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен цифра технологийĕпе усă курса иртет. Çитес çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕ — Раççейре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче /Cosuslugi.ru/ кашни хăй тĕллĕн электронлă çырав листисене тултарма пултарни. Çыравçăсем хваттерсемпе çуртсене ятарлă программăллă планшетсемпе каяççĕ. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ «Мои документы» центрсенче те çырава хутшăнма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *