Ĕçченсене саламларĕç

Ĕçченсене саламларĕç

Иртнĕ вырсарникун Раççей почта уйрăмĕнче тăрăшакансем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Çак ятпа маттур та, тăрăшуллă ĕçченсене район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. 

Пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ  Алексей Селиванов  саламларĕ, ĕçре ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунчĕ. 

Почта ĕçченĕсем пире  хаçат-журнал çырăнтарса килтен валеçнисĕр пуçне  çыру  е посылка яма, çуртпа коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсене тата ытти тÿлевсене тÿлеме укçа куçарма пулăшаççĕ. 

Вĕсен ĕçĕ чăннипех те пархатарлă.              

  Л.ПЕТРОВА. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *