Понедельник, 6 мая

Кинемей – 90-ра

Кинемей – 90-ра

Июлĕн 11-мĕшĕнче Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан ĕçпе тыл ветеранĕ  Анисия Михайловна Плешкова 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей тĕлне РФ Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвĕ те килсе çитнĕ.  Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов  9 теçетке çул пурăнакан Анисия Михайловнăна юбилей ячĕпе саламларĕ, парнепе  чысларĕ. 

Кинемей Аслă Чурачăк ялĕнче çурласа ÿснĕ. Ялти 7 çул вĕренмелли  шкултан вĕренсе тухнă та ĕçе кÿлĕннĕ.  Аслă  Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хĕр тăван колхозра  фермăра тăрăшнă.     Вăл вăхăтри мĕн пур йывăрлăха хĕрарăм пуçа усмасăр чăтса ирттернĕ. Плешковсем    4 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун кинемей ачисемпе, 7 мăнукпа тата 3 мăнмăнукпа савăнать. 

/ХАМĂР ИНФ./.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *