Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче вакцинаци ыйтăвне хускатнă. Юлашки вăхăтра вакцинаци тăвакансен йышĕ ÿснĕ. Шел те, аслă ÿсемрисен хушшинче ку хисеп чакнă. 60 çултан иртнисен 90 процентне прививка тумалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мерăсем йышăнма ыйтнă, мобильлĕ пунктсемпе бригадăсен ĕçне вăйлатмалла, вĕсен шутне ÿстермелле, ĕç вăхăтне тăсмалла.
«Пур ватă та больницăна çитеймест, çавăнпа та хăйсем патне каймалла, е вакцинаци пунктне çитме майсем туса памалла», — палăртнă вăл. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 187668 çын прививка тутарнă, вĕсенчен 77358-шĕ — 60 çултан аслăраххисем. 126 пин çын вакцинацие вĕçленĕ. Пирĕн районта та çынсене вакцинацилес ĕçе йĕркеленĕ. Граждансем районти тĕп больницăра, пĕтĕмĕшле практика офисĕнче прививка тума май пур. Çавăн пекех ялсемпе саласене мобильлĕ ушкăнсем те тухса çÿреççĕ. Паянхи куна 4254 çын пĕрремĕш вакцинăна тутарнă, 3075 çын вакцинацие вĕçленĕ.
«Ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илсе прививка вăхăтра тутарасса шанатпăр. Пурте пĕрле вакцинациленсен çеç эпир усал чире çĕнтерме пултарăпăр», — терĕ Татьяна Жукова терапевт.
Коронавирусăн çĕнĕ штамĕсем сарăлнăран больницăна лекекенсен чир çав тери йывăр иртнĕ пирки те асăрхаттараççĕ тухтăрсем. Шăрăх çанталăк та сиплеве япăх витĕм кÿрет. Районта чирлекенсен йышĕ те юлашки вăхăтра ÿснĕ. Паянхи куна 17 çын республикăри клиникăсенче, 65 çын килте сипленет.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, яланхи пекех 50-65 çулсенчи çынсем ытларах аптăраççĕ, 30-40 çулсенчисене те чир нушалантарать. Юлашки вăхăтра медиксемпе рабочисем чирлеççĕ. Инфекци общество вырăнĕсенче ытларах ерет. Çакă çынсем лавккасенче, транспортра тата ытти çĕрте хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнипе çыхăннă. Чирлекенсен шучĕ ÿснипе республикăра массăллă мероприятисене ирттерме чарнă.
Хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхне упрасчĕ. Чиртен асăрханасчĕ.
А.АНТОНОВА.