Манăн юратнă хуняма

Манăн юратнă хуняма

Паянхи илемлĕ те ăшă, хĕвеллĕ кун эпĕ юратнă хунямана, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Таисия Николаевна Чульмаковăна /Чаржовăна/, 95 çулхи юбилейпе саламлатăп.
Вăл 1926 çулта Йăлмахва ялĕнчи Чаржовсен çемйинче çуралнă. Вĕсем çемьере çичĕ пĕр тăван ÿснĕ. Таиçпе Ваççили тетĕшĕ аслăраххисем пулнă. Ашшĕпе амăшĕ ĕçе тухса кайсан аслăраххисем кĕçĕннисене пăхнă. Вăрçă пуçланнă чухне Таиç вунпиллĕкри хĕр пулнă. Вĕсен, çамрăккине пăхмасăрах, тĕрлĕ рен ĕç тумалла пулнă, пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Таиçе те Алтышевăна вăрман касма илсе кайнă.
— Кунне 400 грамм çăкăр паратчĕç, кашни кун 2 кубла метр вут хатĕрлемеллеччĕ, — каласа парать кинемей.
Урари аттисене, чăлхисене типĕтме вырăн çитмен чух, чăлхисене хăйсен айне хурса çывăрни те сахал мар пулнă. Тепĕр кун типнĕ-типмен тумтирпе татах ĕçе кÿлĕннĕ. Кайран Кайпăç районне çул тума илсе кайнă хĕре, унта тыткăнри нимĕçсемпе пĕрле ĕçленĕ. Вăрçă ачисене пĕрре те çăмăл килмен вăл вăхăтра.
Вăрçă хыççăн Таиç Кивĕ Сĕнтĕр каччипе Микулапа паллашса, ăна качча тухать. Упăшки, вăрçăран аманса таврăннă офицер, йывăр ĕçсене ĕçлеймен. Мĕн пур арçын ĕçĕ Таиç çине тиеннĕ. Вăл аптраман, упăшкипе 6 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те ура çине тăратнă, çын тунă. Таиçĕн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Кил çуртри, хуçалăхри мĕн пур ĕç пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ. Апла пулин те маттур хĕрарăм пуçне усман, шав малалла тăрăшнă. Йăлмахвари тăванĕсем те куллен пулăшнă. Таиçе йывăрлăхра пăрахман, ăçта май килнĕ алă парса пулăшнă. Тавтапуç вĕсене уншăн.
Эпĕ хунямапа пĕрле 43 çул пурăнатăп. Манăн мăшăр, унăн ывăлĕ, пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Хуняма ачасене ÿстерме пулăшрĕ. Эпир унпа хуйха-суйха та, савăнăçа та яланах пĕрле пайлатпăр. Ачасемпе мăнуксен çитĕнĕвĕсемшĕн пĕрле савăнатпăр. Паянхи кун Таисия Николаевнăн 12 мăнук, 17 мăнмăнук. Вĕсем пурте пуçтарăнсассăн кил-çурт ача-пăча сассипе тулать. Çывăх çынсем юнашар чухне сивĕ кун та ăшăрах, хĕвелĕ те хĕрÿрех пăхать.
Çуралнă кун ячĕпе саламласа хаклă çыннăмăра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп.
Тавах сана, ыр çыннăмăр, эс пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
М.ЧУЛЬМАКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *