Вăрлăх паха пулсан тухăç та лайăхрах

Вăрлăх паха пулсан тухăç та лайăхрах

Çĕрулми пирĕн халăхăн пурнăçĕнче яланах пысăк вырăн йышăннă. Çавăнпах ĕнтĕ чăвашсем ăна хисеплесе, пысăк вырăна хурса «иккĕмĕш çăкăр» теççĕ. Çак тымарçимĕçе кашни çемье çитĕнтерет, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те ăна кашни çулах лартса ÿстереççĕ. «Слава картофелю» компанисен ушкăнĕнче вара çĕрулми — тĕп вырăнта. Кунта ăна ытти хуçалăхри пек хирте çитĕнтереççĕ çеç мар, ятарлă селекци лабораторийĕнче чи пахалăхлă вăрлăха туса илес енĕпе те ĕçлеççĕ.
Кăçал агрофирма хута кайнăранпа 20 çул çитрĕ. Çак вăхăтра вара хуçалăх вăй илсе, атланса ура çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ. Агрофирмăн пĕрремĕш утăмĕсене аса илес пулсассăн 2 теçетке çул каялла вĕсем 35 гектар çĕрулми лартнă. Паянхи кун вара агрофирма ĕçлекен çĕр лаптăкĕ 5 пин гектара çитнĕ. Çĕр лаптăкĕ çеç мар, вĕсем çитĕнтерекен культурăсен йышĕ те ÿснĕ. Пуçласа хуçалăхра çĕрулми çеç лартнă пулсассăн, халĕ кунта çĕрулми, пахча çимĕç, тĕш-тырă культурисем тухăçпа савăнтараççĕ.
Пысăк тухăç — паха вăрлăхран
— «Мĕнле ĕçлетĕн — çапла тупăш илетĕн» каларăша тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Агрофирмăра тăрăшуллă та маттур, хăйсене шанса панă тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çынсем вăй хураççĕ. Кашниех хăйĕн ĕçĕшĕн яваплă. Çакă йăлтах вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлама май парать. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртекен агрофирма паянхи куна тăватă предприятирен тăрать: «Слава картофелю» агрофирма» ООО, «Комсомольские овощи» агрофирма» ООО, «Слава картофелю — Яльчики» агрофирма» ООО, «Слава картофелю — Канаш» агрофирма» ООО. Кашни предприяти ĕçĕ хăйне евĕрлĕ, — пĕлтерчĕ ĕç-хĕлпе паллаштарса агрофирма генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин.
Вĕсен тĕллевĕ — таса та паха вăрлăх туса илесси. Чи малтанах вĕсем чаплă çĕрулми вăрлăхĕсене чикĕ леш енчен туяннă пулсассăн, халĕ çĕнĕ йышши вăрлăхсене вырăнта çитĕнтереççĕ. Çакна пурнăçлама ятарлă лаборатори тата теплицăсем пур.
Чи малтанах хуçалăх элита тата супер-элита вăрлăхсене чикĕ леш енчен хаклă хакпа туяннă. Анчах та çулсем иртнĕçемĕн вĕсен пахалăхĕ тивĕçтерми пулнă. Çакна шута илсех вăрлăха вырăнтах туса илмеллине палăртнă. 2014 çултанпа çĕрулмин таса вăрлăхне туса илессипе ĕçлеççĕ. Чи малтанах пĕчĕкрех лаптăк йышăнакан теплицăсем хăпартнă. Паянхи куна вара Йăлмахва ялĕнче вырнаçнă теплицăсем 0,15 гектар йышăнаççĕ. Таса вăрлăх çитĕнтерме вара пĕр çул çеç çителĕксĕр иккен. Тĕслĕхрен, пĕчĕкçĕ калчасенчен 5 çултан çеç çĕрулмин элита вăрлăхне туса илме пулать. Çавна май чи пирвай çитĕнтернĕ элита вăрлăх вăл — çĕрулмин «Невский» сорчĕ. Халĕ хуçалăхра «Гулливер», «Метеор», «Самба», «Ред Скарлетт», «Ривьера», «Арроу» сортсем çитĕнтереççĕ.
Лабараторире — чи лайăх вăрлăх
Йăлмахва ялĕнче вырнаçнă çĕрулмине микроклоналлă мелпе йышлăлантаракан лабораторире çав тери таса. Унсăрăн паха вăрлăх çитĕнтерме май çук иккен.
Лаборатори темиçе пайран тăрать. Ятарлă пÿлĕмре пробиркăсене çăваççĕ, темиçе хутчен те чÿхеççĕ, 180—200 градус таран вĕрилентерекен автоклавра 2 сехет тытса стерилизацилеççĕ. Кайран пробиркăсен ăшне желе евĕрлĕ хутăш хураççĕ. Çавăн çинче миниÿсентăрансем çитĕнеççĕ те ĕнтĕ. Пробиркăсене штативсем çине вырнаçтарса тепĕр пÿлĕме куçараççĕ. Тепĕр 30—35 кунран пробиркăсенчи ÿсентăрансене кăларса сапанлаççĕ /черенковани/. Çак ĕçе ятарлă ламинар боксĕнче пурнăçлаççĕ. Унта уйрăмах стериллĕ условисем пулмалла. Сапанланă хыççăн микроÿсентăрансене уйрăм пробиркăсем çине лартса тухса фитотрона куçараççĕ.
Фитотронра ÿсентăрансене çитĕнме пур услови те туса панă. Ятарлă системăсем кунта кăнтăрла 20 градус, çĕрле 18 градус температура тытса пыраççĕ. «Ÿсентăрансене лайăх çитĕнме 16 сехет çутă, 8 сехет тĕттĕм вăхăт кирлĕ. Урамра ăшă чухне фитотрон ытлашши ăшăнса кайма пултарать. Кун пек чухне ăна сивĕтсех тăмалла.
Лабораторире çитĕннĕ микроÿсентăрансене теплицăсене лартаççĕ. Сăмах май, кунта пурĕ виçĕ теплица . Вĕсенче ятарлă микроклимата тытса пыракан автоматизациленĕ тытăмсем ĕçлеççĕ. Çапла вара кирлĕ пек температура, нÿрĕк хăйсемех йĕркеленсе пыраççĕ. Унсăр пуçне шăрăхра карăсем хăйсем тĕллĕнех хупăнаççĕ, пăспа сивĕтекен тата çумăр пек сирпĕтекен ятарлă тытăм ĕçлет. Çавăн пекех ÿсентăрансем çитĕнекен 25 пин савăта вăхăтран вăхăт кирлĕ япаласемпе пуянлатнă тутлăхлă хутăш пырса тăрать. Пĕр сезонра теплицăра икĕ хутчен тухăç илме те май пур.
Пĕлтĕр теплицăра çитĕнтернĕ вăрлăхран кăçал уйри пĕрремĕш ăру çитĕнет. 2022 çулта — суперсуперэлита, 2023 çулта — суперэлита, 2024 çулта — элита вăрлăх пулĕ. 2025 çулта вара çак вăрлăхран пĕрремĕш репродукциллĕ çĕрулми туса илеççĕ.
Çĕр пахалăхĕ тĕп вырăнта
Хуçалăхра паха вăрлăх çитĕнтерни çине пысăк тимлĕх уйăрнипе пĕрлех, çĕр пулăхлăхне сыхласа хăварас енĕпе те ĕçлеççĕ. Ахальтен каламаççĕ: «Çĕр аннемĕр пире тăрантарать те, тумлантарать те». Хасиятулла Семигуллович çĕр çинче паха тухăç çитĕнтернипе пĕрлех çĕре хăйне те вăхăтра апатлантарса тăмаллине палăртать. Агрофирмăра пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнаççĕ, вĕсем 4 хирлĕ пусă çаврăнăшĕпе усă кураççĕ. Пĕрремĕш çулхине — çĕрулми, иккĕмĕшĕнче çурхи тулăпа донник акаççĕ. Кĕркунне тыр-пулне пухса илеççĕ те донникне хăвараççĕ. Çитес çул çĕртме уйăхĕнче сидерат культури чечеке лариччен ăна сухаласа хăвараççĕ. Ытларах донник, йÿç кăшман /редька масличная/ ÿстереççĕ. Сидерат культурисем тăпрари паха элементсене тавăрма пулăшаççĕ, унсăр пуçне тата донник сиен кÿрекен кăпшанка, çĕр хуртне ĕрчеме памасть. Çак сĕнÿсем кашни çĕр ĕçченĕшĕн усăллă пулĕç.
Тĕллев — çĕнĕлле аталанасси
Агрофирма ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл паха вăрлăх туса илет, çĕрулми, пахча çимĕç, тыр-пул çитĕнтерет. Пур ĕçе те кирлĕ пек йĕркелесе пыма, малалла аталанма вăй-хал та, чăтăмлăх та кирлĕ. Вĕсем пуçăннă ĕçе яланах вĕçне çитерме хăнăхнă. Хасиятулла Идиатуллин палăртнă тăрăх, пĕр ĕçе пуçласа вĕçне çитернĕ хыççăн çеç теприн çине куçма ирĕк пур. Ертÿçĕ ĕçе вăхăтра, тĕплĕ пурнăçланине юратать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те кунта. Малашнехи тĕллев вара — çĕнĕлле аталанасси.
— Пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕ технологисемпе анлă усă курма патшалăх витĕмлĕ пулăшу кÿни вăй парать. Çавна май чылай ĕç пурнăçланă. 2017 çулта — лаборатори тата 2020 çулта теплицăсем хута янă. Çавăн пек вăрлăхпа ĕçлекен пурлăхпа техника базине те самай пуянлатнă. Кăçал тата тепĕр пысăк объект — çĕрулми упракан хранилище тума тытăнтăмăр, — пĕлтерчĕ генеральнăй директор.
Агрофирма ăнăçлăхĕ — çĕнĕ йышши технологисемпе усă курнинче, техникăна çĕнетсе тăнинче, çĕрулмине хÿтĕлемелли мелсемпе пĕлсе усă курнинче, пахалăхлă вăрлăх çитĕнтернинче. Унсăр пуçне чи кирли, паллах, пуян опытлă кадрсем: специалистсем, механизаторсем.
Ĕçлес тĕллевлĕ çынсем ăнăçу çулĕ çине тăмалли тĕрлĕ меслет шыраççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Агрофирмăра тăрăшакансем хăйсен тĕслĕхĕпе çакна лайăх çирĕплетеççĕ. Коллектив ĕçчен те маттур, вăр-вар, пысăк опытлă ĕçченсемпе пуян. Агрофирмăра вăтамран 190 çын тăрăшать. Хуçалăх ĕçченĕсем шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнă. Урăхла майĕ те çук. Вĕсем малашне те аталану çулĕпе çирĕп утассинче иккĕленÿ çук.
Июлĕн 9-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирмăра уй-хир кунĕ иртрĕ. Агрофирма йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă куна Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депу- тачĕсем Юрий Попов, Сергей Павлов, агрофирма учредителĕсем, сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсем хуçалăх ĕçĕпе туллин паллашрĕç: тин çеç хăпартма пуçланă хранили- щĕне çитсе курчĕç, çĕрулми çитĕнекен теплицăра, уй-хирте пулчĕç. Хуçалăх мĕнпе ĕçлени, епле аталанни — пĕтĕмпех куç умĕнче. Агрофирма ĕçченĕсенчен тĕслĕх илмелли, вĕсенчен вĕренмелли чăннипех те нумай, тесе палăртрĕç пухăннисем.
Хасиятулла Семигуллович ИДИАТУЛЛИН:
— 20 çул каялла «Слава картофелю» агрофирма ĕçне йĕркелесе ярас тесе В.И.Матросов, А.П.Капитонов, В.П.Ермилов, А.Е.Потемкин, Ю.Ф.Моисеев, М.Г.Шарафутдинов, Н.М.Перьев, С.С.Туболев, пĕртăван Иван, Валерий, Василий Антоновсем сахал мар тÿпе хыврĕç. Комсомольски, Канаш, Елчĕк район администрацийĕсен пуçлăхĕсем те кулленхи ĕçре сахал мар пулăшу кÿнĕ, кÿреççĕ. Кулленхи ĕçре пурте пĕрле килĕштерсе, алă парса пулăшса ĕçлени темрен те паха. Çакна кашни кун туйса ĕçлетĕн. Коллективри туслăх, килĕшÿ те ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Ĕçре тăрăшса ĕçленипе пĕрлех, пурте пĕрле канма та пĕлмелле. Çакна яланах тĕпе хуратпăр. Çавна май кашни çулах ĕçченсем валли канмалли тата сывлăха çирĕплетмелли условисем йĕркелетпĕр. Пирĕн тĕллев — ĕçченсен сывлăхне çирĕплетесси, вĕсене вырăнта, хăйсем пурăнакан çĕрте, ĕçлеме условисем туса парасси. Пуян, пысăк опытлă ĕçченсенче — агрофирма пуласлăхĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *