Аптека алăкĕ кашниншĕн уçă

Аптека алăкĕ кашниншĕн уçă

Паянхи кун аптекăна кайса курман çын районта çуках. Кашниех унта вăл е ку чиртен сипленме эмел туянас тĕл- левпе пырать. Уйрăмах коронавирус пандемийĕ пуçлансан аптекăна утакансем йышлăланчĕç.
Комсомольскинчи автовокзал çумĕн-че вырнаçнă райпо тытăмне кĕрекен аптекăран кунĕпе çын татăлма пĕлмест. Ырă кăмăллă та тарават фармацевтсем кашнине ăшшăн кĕтсе илсе кирлине тупма пулăшаççĕ. Оксана Александрова заведующи, Евгения Яковлевăпа Мария Смирнова фармацевтсем хăйсен ĕçне алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлеççĕ. Аптекăра вăй хураканăн мĕн чухлĕ эмел ятне, вĕсен аналогĕсене, кашнинпе хăçан усă курма юранине асра тытмалла. Çавăнпа та ку ĕçе кашниех пултараймасть. Ятарлă пĕлÿ илни çеç çителĕксĕр, вĕреннĕ чухне пĕлнĕ информаципе кулленхи ĕçре тĕрĕс усă курма пултармалла.
Паянхи кун райпон аптекăсен сечĕ аталансах пырать. Комсомольскинче çеç мар, Тукай Мишер ялĕнче те райпо аптеки пур. Унта Кейня Ильясова фармацевт вăй хурать. Çывăх вăхăтра Асанкасси ялĕнче те тепĕр пункт уçăлĕ.
— Ытти ялсенче те аптекăсем уçсан питĕ аван пулмалла. Çак ыйтăва эпир тăтăшах сÿтсе яватпăр. Ялта аптека пункчĕ уçас тесен унта ĕçлеме специалист тупасси те çивĕч ыйтусенчен пĕри, — уçать шухăшне райпо аптекин заведующийĕ Оксана Геннадьевна.
Сăмах май, вăл çак ĕçе 10 çул вĕреннĕ. Малтанах Ульяновск хулинчи фармацевтика колледжĕнче ăс пухса фармацевт профессине алла илнĕ. Унтан Самарти патшалăх медицина университетĕнче 6 çул хушши провизор специальноçне вĕреннĕ. Оксана Геннадьевна 1998 çултанпа, çак аптекăн алăкĕсем халăх валли уçăлнăранпах, çакăнта вăй хурать. 1999 çулта çамрăк специалиста заведующи пулма шаннă.
— Эпĕ ĕçлеме пуçланăранпа аптека та урăх çурта куçрĕ, суту-илÿ залĕсем те чылай улшăнчĕç, ĕç йĕрки те палăрмаллах урăхланчĕ. Апла пулин те, хамăрăн аптекăран лайăххи, чуна çывăххи маншăн урăх çук, — пĕлтерет Оксана Александрова.
Аптека лайăх ĕçлесе пынине кулленхи ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен аптекăсен ĕçне хакласа республика ша- йĕнче кашни уйăхра пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ, чи ăнăçлă ĕçлесе пыракансене палăртса премисемпе хавхалантараççĕ. Комсомольскинчи аптека яланах малтисен ретне лекет, 1-мĕш вырăна та пĕрре мар тухнă, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
— Малашне те ăнăçлăн ĕçлеме тăрăшăпăр. Кашни хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçласан, пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хурсан ĕç кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Районта пурăнакансем тата хăнасем валли пирĕн алăксем яланах уçă. Эпир пурне те хавас, — терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Оксана Геннадьевна.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Аптека алăкĕ кашниншĕн уçă

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *