Пятница, 26 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Паянхи кун районти хуçалăхсенчи çĕр ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе тата акнă культурăсене çумкурăксенчен, хурт-кăпшанкăсенчен, тĕрлĕ чир-чĕрсенчен тасатассипе тăрăшаççĕ.
Хуçалăхсен уйĕсенче нумай çул ÿсекен курăксем — 4274 гектар. Паянхи куна вĕсенчен 1325 гектарне çулса 680 тонна утă хатĕрленĕ. Районти аграрисенче 1420 тонна сенаж янтăланă: «Дубовка» ООО — 700 тонна, «Рассвет» ЯХПК — 720 тонна.
Культурăсем акнă 10068 гектар çинче çумкурăка пĕтермелли, 6250 гектар çинче хурт-кăпшанкăна хирĕç кĕрешмелли им-çам сапнă.
Р.БАСНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *