Суббота, 7 сентября

Уй-хир ешерет, тĕш-тырă, çĕрулми, пахча çимĕç çитĕнет

Уй-хир ешерет, тĕш-тырă,  çĕрулми, пахча çимĕç çитĕнет

Кашни çулах районти аграрисен ертÿçисемпе агрономĕсене пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллаштарас, çĕнĕлĕхсене алла илтерес, хумхантаракан ыйтусене йышпа сÿтсе явас тĕллевпе  ирттерекен уй-хир кунĕ кăçал  майăн 27-мĕшĕнче пулчĕ.

 Мероприятие  ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО ертÿçи Ремис Мансуров, район администрацийĕн  пуçлăхĕ Александр Осипов, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Селиванов тата районти хуçалăхсен пуçлăхĕсемпе  агрономĕсем, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.  Çак кун ĕçлĕ ушкăн районти чылай хуçалăха çитсе курса унти лару-тăрупа паллашрĕ — «Слава картофелю» агрофирма ООО, «Дружба» ЯХПК тата Минатуллинăн,  Белкинăн, Атласкинăн, Михайловăн   фермер хуçалăхĕсен  уйĕсенчи ĕç-хĕле вырăнта хак пачĕ.  Агрономсемпе ертÿçĕсем хуçалăхсенчи ĕçпе кĕскен паллаштарчĕç.

Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *