Халăха паха тавăрпа тивĕçтерекенсем

Халăха паха тавăрпа тивĕçтерекенсем

Нимĕнрен иккĕленсе тăмасăр, улшăнса пыракан тĕнчере çине тăрсах ĕçлекен, çирĕп тĕллевлĕ çынна паянхи кун предприниматель теççĕ.
Предприниматель хăй тĕллĕн ĕç пуçарса йĕркелесе пырать, укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе те хăех явап тытать. Çак ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕсем чылай. Вăл тĕрлĕ йывăрлăхсемпе çыхăннă. Сăмахран, тупăш илейменни, пысăк тăкаксем тÿсни, çаратакансенчен шар курни те пулма пултарать. Предприниматель пуриншĕн те хăй тăрăшать. Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Ильич Краснов, пасар хутшăнăвĕсем аталанса пынă май, нумай шутласа тăман, хăй çине шанса ГАЗ тиев машини туяннă. 1995 çулта хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, халăха кирлĕ тавара пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе çитернĕ. Ытларах ватă çынсем çине тимлĕх уйăрнă. Канаш хулинчен брикет, çĕр кăмрăкĕ турттарса килсе çынсене хĕл кунĕсенче пÿрчĕсене хутса ăшăтма пулăшнă. Пурнăç урапи малалла куснă май, Комсомольски, Йăлмахва, Александровка ялĕсенче апат-çимĕç сутакан киосксем уçнă. Юнашар яланах ырă сунакансем, тÿрĕ кăмăллă ĕçтешсем, шанчăклă туссем, пулăшакансем пулнă. Пĕрремĕш пулăшаканĕ — унăн мăшăрĕ Валентина Ивановна. Тупăш илес тесе тăрăшнипе çеç мар, виçĕ ачана тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çынсем тăвас тесе те нумай вăй хунă пĕр-пĕрне юратакан, хисеплĕ мăшăр.
Бизнес аталанса пынă май, Красновсем Комсомольски ялĕнче хăйсен вăйĕпе пысăк лавкка тума шутлаççĕ. Стройка ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, апла пулин те ĕçрен хăраманскерсем шутланине вĕçне çитереççех. Кĕске вăхăтра икĕ хутлă лавккана хута яраççĕ, сутуçăсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăваççĕ. Вĕсен магазинĕнче хуçалăхра кирлĕ япаласем туянма пулать. Сутуçăсем тавар туянакансемпе яланах кăмăллăн калаçаççĕ, кирлĕ канашсем параççĕ. Паянхи кун ашшĕпе амăшне суту-илÿ ĕçĕнче хĕрĕ те пулăшать.
Красновсем ыркăмăллăх акцийĕсене те хастаррăн хутшăнаççĕ, чиркÿсене пулăшаççĕ. 2015 çулта «Память» кĕнекене кăларнă чухне те вĕсем айккинче тăрса юлмарĕç, пулăшу кÿчĕç. Ытти ырă ĕçсенче те Красновсен ячĕсене час-часах илтме пулать.
Пултаруллă, ĕçчен мăшăра эпир малашне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăй-хал, ăнтăлу, çитĕнÿсем сунатпăр. «Пирĕн пуласлăх — çамрăксенче, яланах шанăçпа малалла утмалла», — терĕ калаçăва вĕçлесе Владимир Ильич.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *