/Архиври материалсем тăрăх/
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕçченсен паттăрлăхне асра хăварас тĕллевпе Чăваш кĕнеке издательстви архив докуменчĕсемпе усă курса «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» кĕнеке кăларнă.
Питĕ йывăр условисенче, сивĕ, йĕпе-сапаллă çанталăкра тăшмана тăван çĕр çине кĕртес мар, Атăл тата Урал таврашĕнчи промышленноç центрĕсене хÿтĕлес тесе хĕрарăмсем, ватăсем тата çамрăксем республика территорийĕнче 380 çухрăма тăсăлакан хÿтĕлев линийĕ тунă. Хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре пирĕн район çыннисем те хастаррăн хутшăннă. Çакна архиври документсем те çирĕплетеççĕ.
1941 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Совнарком председателĕн çумĕ Григорьев Патăрьел, Сĕнтĕр- вăрри, Октябрьски, Куславкка, Шăхасан, Канаш, Комсомольски, Чкалов, Красноармейски, Çĕрпÿ районĕсене 1941 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче партин Вăрмарти район комитетне ятарлă тĕллевлĕ ĕçсем валли инструктаж илме йыхравласа телеграмма янă.
Çак кунах Чăваш АССРĕн Совнарком председателĕ А.Сомов тата ВКП/б/ Чăваш Обкомĕн секретарĕ Н.Чарыков янă телеграммăра Комсомольски райсоветне тата партин районти комитетне çак ĕç валли 5250 çын тата 400 лаша уйăрмалли çинчен каланă. Вĕсене 150 кувалдăпа, 336 урлă пăчкăпа, 75 тăрăхла пăчкăпа, 67 шăтаркăчпа, 200 киркапа тивĕçтермелле пулнă. Комсомольски районĕнчен хÿтĕлев чиккисем тума каякансен ĕçне йĕркелеме Георгиева /телеграммăра инициалĕсене кăтартман/ палăртнă.
Чăваш АССРĕн Совнаркомĕн тата ВКП/б/ Чăваш Обкомĕн бюровĕн ятарлă ларăвĕнче 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш АССРĕн территорийĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвас енĕпе ĕçсене йĕркелесси тата ирттересси çинчен» постановленийĕпе Чăваш АССРĕнчи районсенчи ĕç вăйĕн разверсткине çирĕплетнĕ /постановленин 1-мĕш хушăмĕ/. Постановлени тăрăх Комсомольски районне çакăн пек план панă: çуран ĕç вăйĕ тата лав таврашĕллĕ вăй — 6250 /ун чухне Первомайски районне кĕнĕ ялсенче — 2700/, лашасем — 400 /190/, кĕреçесем — 4700 /2200/, киркасем — 200 /60/, лумсем — 340 /150/, кувалдăсем — 150 /75/, савăлсем — 340 /150/, пуртăсем — 2020 /950/, урлă пăчкăсем — 336 /157/, тăрăхла пăчкăсем — 75 /37/, мăлатуксем — 134 /63/, шăтаркăчсем — 67 /31/.
Чăваш АССРĕн çар комиссарĕ, Геркин полковник 1941 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи çар комиссариатне ятарлă секретлă çыру янă. Патшалăх Оборона комитечĕн 905/сс-лĕ постановленийĕ пе килĕшÿллĕн çара, хÿтĕлев тĕллевĕллĕ строительствăна, вырăнти ĕçсене тата ытти çĕре çара тивĕçлĕ çынсене тата заводсен автотранспортне мобилизацилеме юрамасть. Çак çулах декабрĕн 27-мĕшĕнче çар комиссарĕнчен тепĕр çыру çитнĕ. Патшалăх Оборона комитечĕн 1941 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче йышăннă 92 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн СССР Халăх оборона комиссариачĕн хÿтĕлев строительствин тĕп управленийĕн строительствинче тăрăшакан ĕçченсен призыв вăхăтне каяраха куçармалли çинчен çырнă.
Ятарлă тĕллевлĕ строительствăра геройла ĕçленĕ çынсене патшалăх наградисем панă. 1942 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче СССР Халăх оборона комиссариачĕн патшалăх хÿтĕлев строительствин управленийĕн 12-мĕш çар управленийĕн начальникĕ Толстых 3 №-лĕ çарпа хирти строительствăра тăрăшулăхпа палăрнă ĕçченсене укçан наградăламалли списока алă пуснă. Унта Комсомольски районĕн çыннисем те пулнă. Çав шутра: Нина Николаевна Михайлова — 200 тенкĕ, Егор Николаевич Петухов — 200 тенкĕ, Клавдия Тимофеевна Афанасьева — 300 тенкĕ, Анастасия Михайловна Карасева — 200 тенкĕ, Акулина Герасимовна Долгова — 200 тенкĕ, Елизавета Семеновна Кириллова — 200 тенкĕ, Петр Архипович Перьев — 200 тенкĕ, Аверкий Кондратьевич Медведев — 200 тенкĕ, Марфа Григорьевна Школьникова — 200 тенкĕ.
Чăваш АССРĕн НКВДăн ятарлă строительствăна хутшăннă оперативлă ĕçченĕсем хушшинче Иван Сидорович Сидоров — НКВДăн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ, патшалăх хăрушсăрлăхĕн лейтенанчĕ. Ăна 500 тенкĕ парса наградăланă.
СССР Халăх оборона комиссариачĕн патшалăх хÿтĕлев строительствин тĕп управленийĕн 12-мĕш çар управленийĕн начальникĕ Толстых алă пуснă 3-лĕ çарпа хирти строительствăра лайăх ĕçленĕ çынсене «ГУОБР» грамотипе наградăламалли списока алă пуснă. Унта Комсомольски районĕнчен Клавдия Тимофеевна Афанасьева, Евгения Илларионовна Илларионова, Акулина Герасимовна Долгова, Зоя Павловна Дерягина, Кирилл Алексеевич Алексеев, Тимофей Семенович Зайцев, Петр Архипович Перьев, Марфа Никифоровна Никифорова пур.
Строительствăра палăрнă çак ĕçченсене Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе те наградăланă. Списока пирĕн районтан çак çынсем лекнĕ:
— Марфа Григорьевна Школьникова — 1921 çулта çуралнă, çĕр чавакансен звеньевочĕ, чăваш, ВКП/б/ кандидачĕ, строительствăра мĕн пуçламă- шĕнчен вĕçĕччен ĕçленĕ, вăл ĕçе пĕлсе йĕркеленине кура звено нормăсене 175 процент чухлĕ тултарнă;
— Максим Яковлевич Краснов — 1906 çулта çуралнă, каменщиксен звеньевочĕ, Кивĕ Сĕнтĕр ял советĕнчи «Искра» колхозăн колхозникĕ, чул кăларассинче вăл тата унăн звени нормăсене 230 процент чухлĕ тултарнă;
— Василий Григорьевич Аввакумов — 1903 çулта çуралнă, участок начальникĕ, ВКП/б/ăн Комсомольскинчи район комитечĕн секретарĕ, вăл ĕçе лайăх йĕркелесе ертсе пынине кура ĕçсене пысăк пахалăхпа, срокран маларах туса пĕтернĕ.
СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1942 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчи протоколĕнче çырнă тăрăх, нимĕç захватчикĕ- сенчен хÿтĕленмелли чикĕсене тăвас енĕпе правительство панă задание çÿллĕ шайра пурнăçланăшăн «За трудовое отличие» медальпе Комсомольски райзо землеустроительне Василий Алексеевич Алексеева тата çĕр чавакансен бригадирне, Комсомольски районĕнчи Сталин ячĕллĕ колхоз ?Тăманлă Выçли/ председательне Николай Андреевич Шингалова наградăланă.
В.ШИНГАЛОВА,
архив ĕçĕсен
тĕп специалист-эксперчĕ.