Çул çинче тимлĕ пулăр

Çул çинче тимлĕ пулăр

РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн патшалăх автоинспекцийĕ майăн 17—23-мĕшĕсенче оперативлă профилактика мероприятийĕ — çул çинчи хăрушсăрлăх эрни ирттерет.
Ăна çуран çÿрекенсем çул урлă каçакан вырăнсенче водительсене хăвăртлăха чакармалли çинчен асăрхаттарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
ÇÇХПИ ĕçченĕсем мероприяти вăхăтĕнче çула тухакансемпе калаçусем ирттереççĕ, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине аса илтереççĕ.
Водительсене çуран çÿрекенсем çул урлă каçакан вырăнсене çывхарнă чухне хăвăртлăха чакармалли çинчен тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Çынсем нумайăн пуçтарăннă вырăнтан иртсе пынă чухне тимлĕ пулăр. Палăртнă хăвăртлăха пăхăнăр, çул çинче хăвăра йĕркеллĕ тытăр.

П.РУБЦОВ,
ÇÇХПИн районти уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *