Шкулпа сывпуллашма вăхăт

Шкулпа сывпуллашма вăхăт

Юлашки шăнкăрав — шкул пурнăçĕ вĕçленнине сăнлакан, пĕр вăхăтрах савăнтаракан та хумхантаракан уяв. Вăл ачалăх иртнине, çĕнĕ пурнăç пуçланассине систерет. Çак кунсенче районти шкулсенче 9 тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки хут уçă саслă шăнкăрав янăрĕ.
Районĕпе кăçал 274 ача — 9-мĕш класс, 115 ача 11-мĕш класс пĕтерет. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Урмаел, Тукай Мишер вăтам тата Чĕчкен тĕп шкулĕсенче сывпуллашу уявĕ майăн 21-мĕшĕнче пулать. Ытти шкулсенче пĕлÿ илекенсем майăн 22-мĕшĕнче уяв линейкине пуçтарăнĕç.
Юлашки шăнкăрав уявĕ хыççăн экзаменсен хĕрÿ тапхăрĕ пуçланать. Вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакан 115 выпускник- ран 95-шĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем тытса аслă вĕренÿ заведенийĕсене кайма планлать. Ыттисем математикăпа тата вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетÿ патшалăх экзаменĕсем тытаççĕ. 9-мĕш класс пĕтерекенсем математикăпа тата вырăс чĕлхипе патшалăх экзаменĕсем тытса пĕлĕвĕсене тĕрĕслеççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *