Юратупа килĕшÿ — çемье тĕрекĕ

Юратупа килĕшÿ — çемье тĕрекĕ

Телейлĕ çемье никĕсĕ — юратупа ăнлану. Телейлĕ çемьере кашниех кил вучахĕн ăшшине туять, кашниех ĕç хыççăн киле васкать, ачасем ырăлăхпа çепĕçлĕхе туйса çитĕнеççĕ. Комсомольскинче пурăнакан Тихоновсен çемйинче те ăшăлăх, юрату, ăнланулăхпа килĕшÿ хуçаланаççĕ.
Кил хуçи — Алексей Александрович Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче тăрăшать. Вăл хăйĕн предметне лайăх пĕлнипе, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипех ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем час-часах тĕрлĕ ăмăртусенче, олимпиадăсенче мала тухаççĕ, республика шайĕнче те çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ. Алексей Александрович хăй те спортпа питĕ туслă: чупать, футболла вылять. Унăн тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухнине çирĕплетекен Дипломсемпе Хисеп грамотисем чылай.
Кил вучахĕн управçи Екатерина Николаевна, мăшăрĕ пекех, педагогика çул-йĕрне суйласа илнĕ. Вăл та çак шкултах вăй хурать, ачасене хими предметне ăса хывма пулăшать. Екатерина Николаевна питĕ пултаруллă, хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçлать. Çулсеренех хăйĕн ăсталăхне аталантарса пырать вăл, çавна май ÿсĕмĕсем те савăнтараççĕ. Конкурссемпе фестивальсенче вăл пĕрре кăна мар çĕнтерĕве тивĕçнĕ.
Тихоновсем 2011 çулхи сентябрь уйăхĕнче пĕр çемье чăмăртанă. Унтанпа вĕсем 10 çула яхăн ĕнтĕ алла-аллăн, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурнăç çулĕпе хавхаланса утаççĕ. Туслă, анлă тавракурăмлă мăшăр икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Асли, Варвара, 3 «б» класра ăс пухать. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Хĕрпĕрчи ашшĕ-амăшĕ пекех маттур та тăрăшуллă, «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Роман «Радуга» ача садне çÿрет. Вăл та аппăшĕпе пĕрле шкула кайма, лайăх вĕренме ĕмĕтленет.
Çемье телейĕн вăрттăнлăхне мĕнре кураççĕ-ха Тихоновсем?
— Пурнăç тăршшĕпе ĕçлесе, ачасене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пынинче, çемьере юратупа килĕшÿлĕх пултăр тесе пĕрле тăрăшнинче, — терĕç вĕсем пĕр иккĕленсе тăмасăр.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *