Нихăçан та мухтав патне туртăнман

Нихăçан та мухтав патне туртăнман

Ĕç Мухтавĕн орденĕ — СССР патшалăх награди, ăна 1974 çулхи январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче йышăннă СССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Указĕпе туса хунă. Наградăласси йĕркепе пулса пырать: малтан виççĕмĕш, унтан иккĕмĕш, кайран пĕрремĕш степеньлĕ орденсене параççĕ. «Знамя» колхоз ĕçченĕсенчен Йăлмахвара çуралса ÿснĕ виçĕ çын çак наградăна илме пултарнă: Сергей Андреевич Абусев /1975 ç./, Владимир Васильевич Албутов /1977 ç./, Гурий Гурьевич Албутов /1978 ç./.
Сергей Абусев 1934 çулта çут тĕнчене килнĕ. 1949 çулта Хирти Мăнтăр шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăк каччă тăван ялта «Заря» колхозра вăй хума пикеннĕ. Кăштахран трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухса /1949_1951 ç.ç./ машинăпа трактор станцийĕнче трактористра ĕçленĕ. 1953 çулта унăн салтака кайма ят тухнă. Виçĕ çул салтак пăтти çинĕ хыççăн С.Абусев тăван яла таврăннă, ялти чи илемлĕ хĕрпе — Лидия Константиновăпа çемье çавăрнă. 1958 çулччен МТС-ра трактористра ĕçленĕ, унтан тăван колхозри «хурçă ут» çине куçнă, 27 çул унта юратнă ĕçĕнче тар тăкнă.
Тракторист профессийĕ ял хуçалăхĕнче питĕ кирлĕ, çав вăхăтрах вăл чи йывăррисенчен пĕри шутланать. Хирти чылай ĕçе шăпах тракторпа пурнăçлаççĕ. Уй-хир сухалама, хăмăл сÿрелеме, тĕрлĕ тиев турттарма, тырă акма, курăк тата утă хатĕрлеме, имçам сапма, ÿсен-тăрансене вăхăтра удобренисемпе тивĕçтерме — пур ĕç валли те трактор пулăшăвĕ кирлĕ. Трактористăн шăрăх çанталăкра кабинăра пăчăхма, кунĕпе силленсе пыма тивет. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ларса канма та вăхăт çук унăн. Кирек мĕнле çанталăкра та хăтсăр условисенче ĕçлемелле. Хире тухса ĕçленипе çеç мар, «хурçă ута» тата çакмалли хатĕрсене юсаса-тирпейлесе тăрасси те унăн тивĕçĕ.
Сергей Андреевич районта темиçе хутчен те механизаторсем хушшинче ĕç кăтартăвĕсемпе мала тухнă, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçин ятне тивĕçнĕ. Вырма вăхăтĕнче вăл комбайн штурвалĕ умне ларнă, ĕç вĕçленмесĕр ăна алăран вĕçертмен. Ытти трактористсем ĕçрен киле васканă чухне те вăл час-часах хăйĕн «хурçă учĕ» патĕнче юлнă, ăна тасатса ыран тумалли ĕç валли хатĕрленĕ. Хăйĕн вăхăтне, вăйне шеллемесĕр ĕçленĕ С.Абусев, çакăншăн ăна колхозра питĕ хисепленĕ.
Пултаруллă, ăста тракториста, комбайнера Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Лидия Архиповнăпа Сергей Андреевич Абусевсем 6 ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă, тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ.
Шел пулин те, паянхи кун Йăлмахвари хисеплĕ çын пирĕн хушăра çук. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн асăмăрта яланах упранĕ.

П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *