Культура ĕçченĕсем – сцена çинче

Культура ĕçченĕсем – сцена çинче

Районта Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен çулне халалланă культура мероприятийĕсен смотр-конкурсĕ старт илчĕ. Унта районти ял тăрăхĕсем хутшăнаççĕ.
Конкурс тĕллевĕсем — патриотла туйăмсене вăйлатасси, Чăваш Енре пурăнакан халăхсен йăли-йĕркисене упраса хăварасси, халăх пултарулăхĕн çĕнĕ формисене аталантарасси, юрра-ташша ăста, талантлă çынсене тата коллективсене тупса палăртса вĕсен пултарулăхне аталанма пулăшасси.
Майăн 4-мĕшĕнче Комсомольски ял тăрăхĕн пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине тухрĕç. Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш вăтам шкулĕсен кадечĕсемпе вĕренекенĕсем, «Пилеш», «Пучах» ача сачĕсен коллективĕсем, «Островок» ташă ушкăнĕн, фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Залра ларакансем кашни юрă, сăвă, ташăшăн тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Артистсем смотр-конкурсăн тĕп темисене: Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине тата Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен çулталăкне чуна пырса тивмелле уçса пачĕç.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *