Ăмăртусене хапăлласа хутшăнать

Нумаях пулмасть Шупашкарта «Спартак» спорт комплексĕнче кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта Раççейĕн 36 регионĕнчен килнĕ спорт ветеранĕсем тĕл пулнă. Помост çине 35 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 40 çултан аслăрах арçынсем тухнă. Пирĕн районти Киров поселокĕнчи Федор Ефимов çак ăмăртура чи аслă хутшăнакан пулнă. Вăл Раççей первенствинче 2-мĕш вырăн йышăннă. Федор Леонтьевич «Хыпар» хаçат йĕркелекен турнирсене пурне те хутшăннă. Вăл йĕлтĕрпе те хаваспах чупать. Районти, республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. Унăн пухмачĕ наградăсемпе пуян.Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *