Явап тыттараççĕ

Явап тыттараççĕ

Пĕлтĕрхи декабрĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 512-ФЗ №-лĕ саккунпа Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексне улшăнусем кĕртнĕ.
Çапла наркотик им-çамĕсене, психотроплă япаласемпе вĕсен прекурсорĕсене, наркотик им-çамĕсемлĕ тата психотроплă япаласемлĕ ÿсен-тăрансене тата çĕнĕ йышши хăрушă психоактивлă япаласене интернет урлă пропагандăлакансене административлă майпа явап тыттараççĕ.
Çакăн пек ĕçсем тунăшăн граждансене — 30 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 100 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕ тумасăр предприниматель ĕçне пурнăçлакансене — 100 пин тенкĕ таран штрафлама е 90 талăк таран административлă майпа ĕçе чарса хума, юридици сăпачĕсене 1,5 миллион тенкĕ таран штрафлама е 90 талăк таран административлă майпа ĕçе чарса хума пултараççĕ.
Енчен те ют çĕршыв гражданинĕ е гражданлăхсăр çын çакăн пек майпа йĕркене пăснă пулсан, ăна Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексĕн 6.13 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.
А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *