Четверг, 25 апреля

Ăсталăхпа палăрнă

Ăсталăхпа палăрнă

Апрелĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Ен учителĕ — 2021» конкурсăн республикăри тапхăрĕ вĕçленнĕ. Конкурса çулсеренех пултаруллă учительсене тупса палăртас, вĕрентекенсен социаллă статусне ÿстерес, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Республикăри тупăшăва хутшăнакансем хăйсен професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнă. Чăваш Енри 27 педагог конкурса хутшăннă. Çак йышра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче хими предметне вĕрентекен Екатерина Тихонова та пулнă. Екатерина республикăри чи лайăх 7 педагог йышне кĕме пултарнă.
Педагог пĕлтернĕ тăрăх конкурс çав тери кăсăклă та хăйне евĕрлĕ иртнĕ.
— Тупăшу чи ырă самантсемпе асра юлчĕ. Кунта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатăн, çĕннине алла илетĕн, тавракурăма аталантаратăн. Педагог профессийĕ çав тери кирлĕ пулнине ăнланатăн, — пĕлтерчĕ Екатерина Тихонова.
Л.АБРАМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *