Хуртсем вăранаççĕ

Хуртсем вăранаççĕ

Çуркунне çывхарса килнĕ май вĕлле хурчĕсем хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ. Нумай хурт-хăмăр усракансем çунатлă туссене омшаникран кăларса вĕçтернĕ те ĕнтĕ, анчах та вĕçтерейменнисем те пур-ха. Кунта çакна шута илмелле: енчен те вĕлле хурчĕсем хускалман, шăпăртах лараççĕ пулсан, леток умĕнче купаланмасан, васкама кирлĕ мар. Юлашки вăхăтра пирĕн республикăри хурт усракансем нумайăшĕ кăнтăр енчен хурт амисем илсе килсе усрама пикенчĕç. Вĕсен шутне карника, бакфаст, кавказски ятлисем кĕреççĕ. Юлашки çулсенче тата 4 рамкăллă /узбечка тетпĕр/ пакетсем вăрттăн илсе килсе сутма пуçларĕç. Ку вăл питĕ хăрушă япала. Хурт-хăмăр усракансем хакĕ йÿнĕрех пулнăран тата çуркунне иртерех илсе килнĕрен интернет урлă шыраса тупса туянаççĕ те усрама пуçлаççĕ. Малтан вĕлле хурчĕллĕ пултăмăр-ха тесе савăнаççĕ. Тепĕр çуркунне е вилсе кайрĕ, е хĕл каçаймарĕ теççĕ. Çу вăхăтĕнче узбечка вĕлле хурчĕсем сăрă хуртсем кăлараççĕ. Çав сăрă хуртсем ытти амасене пĕтĕçлентереççĕ, çавна пула вырăнти вĕлле хурчĕсем начарланаççĕ, ăратлăх чакса пырать. Республикăра çакăн пек вĕлле хурчĕ-сем сутакансене тытса чармалла.
Паянхи куна среднерусски ăрат шăп-шăпăрт ларать. Вăрманта выр- наçнă утара кайса тĕрĕслерĕмĕр, пĕр вĕлле хурчĕ те хускалман.
Омшаникра вырăн сахал пулнипе нумай вĕлле хурчĕсене хĕл каçма юр айне хăваратпăр. Мартăн 21-мĕшĕнче çак вĕллесене çÿлти летоксене ытларах уçса, хĕвел çути вăйлăрах лектĕр тесе вĕçме аван мелсем туса патăмăр. Вĕсем вара питĕ аван вĕçсе тасалчĕç. Пирĕн тăрăхра среднерусски ăратлă хуртсене çитекенни çук, вĕсене «районированная порода» тетпĕр. Тĕнче шайĕнче илсен пуринчен те нумай пыл пуçтараканнисем шăпах çак вĕлле хурчĕсем шутланаççĕ. Вĕсем хĕллехи вăхăтра 7 уйăх таран тула тухмасăр чăтма пултараççĕ. Кăçалхи çул, çуркунне кая юлса килнине пула, среднерусски ăрат усраканнисем уйрăмах савăнма пултараççĕ. Çак вĕлле хурчĕсене эпир Пермь кра- йĕнчи Красновишерски районĕнчен илсе килсе ĕрчететпĕр. Юлашки 7 çулта эпир унта виçĕ хутчен çитсе çак ăрата илсе килсе çĕнетсех тăтăмăр. 2020 çулта инструменталлă майпа пĕтĕçлентерсе 50 ама илсе килтĕмĕр. «Аписфера-М» ОКБ генеральнăй директорĕ Кирилл Викторович Богомолов Мускавран Пермь хулине самолетпа вĕçсе пырса пĕтĕçлентерсе пачĕ. Паянхи кун вĕлле хурчĕсене питĕ пулăшмалла. Хĕл каçмалли тапхăр — хурт-хăмăр усракансене тĕрĕслемелли вăхăт. Апат çитересси 2020—2021 çулхи хĕл вăхăтĕнче нумайрах пулчĕ. Кĕркунне нумай вăхăт ăшă тăчĕ, çавна пула апатне кĕркуннех нумайрах çирĕç. Çакна шута илсе халĕ пыл е канди парса пулăшсан аван пулать. Килти утарта туса илнĕ пыла парсан аванрах. Канди тунă чухне мĕнле пылпа тунине тĕрĕслемелле. Уйрăмах пыльцапа /белокпа/ тунă кандие. Канди урлă хуртсене нумай чир-чĕр ерме пултарать. Юлашки вăхăтра вируслă чирсем нумайланса кайни палăра пуçларĕ. Кĕркунне, вĕлле хурчĕсем тухса кайнă тĕслĕхсем /коллапс тетпĕр/ нумай пулчĕç. Мĕн-ха вăл коллапс? Вĕллере хĕл каçма хатĕрленĕ апат çителĕклех пулсан та, вĕлле хурчĕсем тухса кайни. Кун пек тĕслĕхсем юлашки 3 çулта ытларах палăра пуçларĕç.
Кăçалхи мартăн 19—20-мĕшĕнче Мускавра Раççейри пыл хурчĕсем ĕрчетекенсен съезчĕ иртрĕ. Унта 57 регионти делегацисем хутшăннă. Пирĕн çĕршывра нумай çĕрте вĕлле хурчĕсем чакса пыни курăнать. Тĕп сăлтавĕ — тĕрлĕ чир-чĕрсем нумайланса кайни тата ăратсене пăтратни. Уйрăмах пирĕнпе юнашар Ульяновск облаçĕ тата Мордва Республики ăратсене пăтратнине пула нумай вĕлле хурчĕ çухатрĕç. Çакна шута илсе çĕршывра ятарлă организаци туса хурса вĕлле хурчĕсем усракансене хÿтĕлеме пуçламалла. Хурт-хăмăр тытакансене патшалăх енчен хÿтĕлев кирлĕ.
Мартăн 28-мĕшĕнче Мордва Республикин тĕп хулинче Саранскра пыл ярмăркки иртрĕ. Унта Мордва Республикин общество председателĕ С.В.Юматов чĕннипе эпир те хутшăнтăмăр. Ярмăрккана килнисем чăваш çăка пылне питĕ кăмăлларĕç. Продукцие веçех сутма пултартăмăр.
Массăллă мероприятисем ирттерме ирĕк парсан, Патăрьелĕнче семинар-канашлу йĕркелеме палăртнă. Унта ют регионсенчен, Беларуç, Польша çĕршывĕсенчен специалистсене чĕнме палăртнă.
Хурт-хăмăр усракансем умĕнче йывăрлăхсем нумай. Чир-чĕрсенчен сиплемелли эмелсем пирки тĕплĕн каласа парăпăр. Енчен те эпир варроатозран малашне те хими препарачĕсемпе сиплес пулсан, вĕлле хурчĕсем тÿсеймеççĕ. Малашне химипе мар, органика йÿçекĕсемпе /молочная, щавелевая, муравьиная/ усă курма тытăнмалла. Варроатозран пĕлсе тата ăнланса сиплесен çеç пирĕн çунатлă туссем пахалăхлă, таса пыл туса пама пултараççĕ.
Хурт-хăмăр усракансем килти хушма хуçалăхсенче хăйсем, тăванĕсем, кÿршисем валли пыл туса илеççĕ. Апла пулсан пыл пахалăхне лайăхлатма тăрăшмалла. Чăваш Республикинче хурт-хăмăр усракансем нумайланса, вĕлле хурчĕ тытакансен йышĕ ÿссе пырасса шанас килет.
Н.ПИРОЖКОВ,
хурт-хăмăрçă.
Патăрьел районĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *