Вторник, Апрель 13

Ултав макăртать, чуна ыраттарать

Ултав макăртать, чуна ыраттарать

Районта пурăнакан çын апрелĕн 5-мĕшĕнче ултавçăсене 5 миллион тенкĕ куçарса панă.
Çынсем ултав серепине тăтăшах лекнине яланах илтетпĕр, вуласа та пĕлетпĕр. Районта пурăнакансем телефонпа шăнкăравласа улталакансенчен пĕрре анчах мар шар курчĕç. Полици ĕçченĕсем ултав серепине лекесрен тăтăшах асăрхаттараççĕ. Анчах та хальлĕхе пĕтĕм ĕç кăлăхах! Ултавçăсен серепине лекекенсем йышлансах пыраççĕ. Республикипе илес пулсассăн, вĕсен шучĕ кунсерен пысăк хăвăртлăхпа ÿсет. Акă çак кунсенче çеç районта пурăнакана «шăнман пăр» çине лартнă. Бюджет учрежденийĕнче ĕçлекенскер, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнаканскер, ултавçăсене 5 миллион тенкĕ куçарса панă. Тĕлĕнмелле пысăк укçа вĕт!
— Асăннă тĕслĕхре ултавçă банк сотрудникĕ ячĕпе гражданин патне шăнкăравланă. Унăн счечĕ çинчи укçа-тенкĕне ултавçăсем вăрлама пултарнине пĕлтернĕ. Çавна май укçана урăх счет çине куçармалла мĕн. Гражданин хăраса ÿкнĕ, пĕр шутласа тăмасăрах ултавçăсем мĕн хушнине пурнăçланă, мĕн пур укçине ултавçăсем калакан счетсем çине куçарнă. Хăй самантрах 5 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнине сисмен те, — пĕлтерчĕ пире районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин.
Паянхи кун ултавçăсем çине-çинех суйса укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем тата вĕсенчен асăрханмалли çинчен социаллă сетьсенче, официаллă сайтсенче час-часах асăрхаттарса çыраççĕ. Унсăр пуçне тата суту-илÿ çурчĕсенче, обществăлла вырăнсенче ятарлă памяткăсем вырнаçтарса тухнă. Полици сотрудникĕсем коллективсемпе, уйрăм çынсемпе тĕл пулаççĕ, асăрхануллă пулмалли пирки калаççĕ. Хисеплĕ вулакансем, сире асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Банк карттин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр. Вăл яланах вăрттăнлăхра пулмалла. Тавар туяннă, сутнă чухне те тимлĕ пулăр. Палламан, пĕлмен çынсене укçа-тенкĕ куçарса ан парăр. Ултавçăсен суймалли мелĕсем те кунсерен çĕнелсе пыраççĕ. Телефонпа шăнкăравлакансем юлашки вăхăтра право хуралĕн, прокуратура ĕçченĕсен ячĕпе те шăнкăравлама именмеççĕ. Ан ĕненĕр!
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code