«Тинех сивĕ хĕл кунĕсем хыçа юлчĕç, тавралăх тарăн хĕл ыйхинчен вăранма пуçларĕ. Акă, нумай та вăхăт иртмĕ, йĕри-тавра йывăç-курăк ешерме пикенĕ», — пуплерĕ кинемей чÿречерен урамалла тинкерсе. Çуллахи ăшă кунсенче вăл урамри сак çине тухса ларса тавралăха сăнама, таврари илемпе киленме кăмăллать. Хĕллехи вăхăтра вара тухкаласа çÿреме чăрмавлă, çавăнпа та кунсене ытларах пÿртре ирттерме тивет. Комсомольскинче пурăнакан Нина Зайцева паян уйрăмах чÿречерен куç илмерĕ. Унăн — юбилей, çут тĕнчене килнĕренпе 9 теçетке çула хыçа хăварчĕ ĕç ветеранĕ. Хăнасене кĕтнĕ май Нина Алексеевна хăй сисмесĕрех иртнĕ çулсене куç умне кăларчĕ, ачалăхри йывăр вăхăта аса илсе ассăн сывларĕ.
Нина Хырай Ĕнел ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. 1937 çулта ялти 7 класлă шкула çÿреме пуçланă. 6 çул пĕлÿ çуртне сукмак такăрлатнă вăл, анчах та килте ĕçлекен кирлине пула шкул пĕтерме май килмен унăн. Вăрçă пуçланнă вăхăтра Нина 10 çулти хĕрача пулнă. Хирти йывăр ĕç хĕрарăмсемпе «вăрçă ачисен» хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Нина ытти ачасемпе пĕрле ырми-канми колхозра тăрăшнă: тырă вырнă, утă пуçтарнă, çĕрулми лартнă-кăларнă, тырра Канаш хулине вăкăрсемпе турттарнă… Пушă вăхăтра фронтри салтаксем валли чăлха-нуски, алсиш çыхнă, пахча çимĕç типĕтнĕ.12 çулта чухне ăна сурăх фермине ĕçлеме янă. «Куççульпе çăвăна-çăвăна ÿсрĕмĕр», — тет Нина аппа ачалăхне аса илсе.
Вăрçă вучĕ кĕрлесе иртсен те çамрăк хĕр пĕр кун та алă усса ларман. Вăл ялти фермăра пăрусем пăхнă. 4 çула яхăн çак ĕçре тăрăшнă вăл, унтан хĕр-тусĕпе пĕрле Тутарстан Республикине çул тунă çĕре ĕçе кĕнĕ. 1—2 уйăх ĕçлесенех иртен пуçласа каçчен вăй хуракан тăрăшуллă хĕрсене преми парса хавхалантарнă. Кăштахран вăл Иваново облаçне торф кăларма кайнă, унта та тăрăшулăхпа палăрнă. «Пире лайăх ĕçленĕшĕн преми хыççăн преми паратчĕç. Пăрахса каяс тесен те ярасшăн мар пулчĕç, тата тепĕр çул ĕçлĕр-ха теççĕ. Çавăнтан аван укçа туса килтĕм», — аса илет кинемей.
Яла таврăнсан, 1953 çулта Нина Герман Зайцевпа çемье чăмăртанă. «Люляна кайса пÿрт валли пĕрене кăлартăмăр. Аннесем валли те пĕрене хатĕр-лерĕмĕр. Çапла çĕнĕ çуртлă пултăмăр», — тăсать малалла калаçăва Нина Алексеевна. Çамрăк çемье Комсомольскинче тĕпленнĕ. Герман Сергеевич Комсомольскинчи «Пенькозаводра», унтан аш-какай комбинатĕнче, коммуналлă хуçалăхра платникре ĕçленĕ. Нина Алексеевна пĕр хушă çăкăр пĕçерекен заводра грузчикре те ĕçленĕ, 70 килограмлă михĕсене йăтнă. Унтан универмагра 27 çул тĕрлĕ ĕç тăваканра вăй хунă: таварне те йышăннă, урайне те çунă… Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшнă.
Зайцевсем 4 ачана — икĕ ывăлпа икĕ хĕре — кун çути парнеленĕ. Пурте вĕсем çемьеленсе ача-пăчаллă пулнă ĕнтĕ. Нина аппан 12 мăнукпа 15 мăнмăнук. «Ачасемпе мăнуксем, вĕсен ачисем савăнтарсах тăраççĕ. Пирĕн йăхра ÿнерçĕсем те, тухтăрсем те, учительсем те йышлă. Кашниех тăрăшуллă, пултаруллă, йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усмаççĕ, чуна çывăх ĕç тупса куллен вăй хураççĕ», — хавхаланса каласа парать кинемей. Халĕ вăл Валентина хĕрĕпе пурăнать. «Валя лайăх пăхнипе нумай пурăнатăп», — тет ăшшăн Нина Алексеевна.
Юбиляра саламлама Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Борис Малов та килсе çитрĕç. Мария Алексеевна юбиляра РФ Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа парса ăшшăн саламларĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Н.Осиповăн ячĕпе парне пачĕ. Борис Валериянович та кинемее саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.