Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ Олег Николаев районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Çавăн пекех ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов тата ыттисем те тĕрлĕ çивĕч ыйтусене вырăнта сÿтсе явас ĕçе активлăн хутшăнчĕç.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн «Тав» ОООри пахча çимĕç типĕтекен цехăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. «Тав» ОООра çĕрулмине тата ытти пахча çимĕçе ятарлă инфрахĕрлĕ пайăркасемлĕ камерăра типĕтеççĕ. Чĕртаварăн 60 процентне вырăнти пахча çимĕç туса илекенсенчен туянаççĕ, 40 процентне кÿршĕ регионсенчен турттараççĕ. Организацин генеральнăй директорĕ Леонид Тюдюмов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр пурĕ 1020 тонна чĕртавар туяннă, 328 тонна типĕтнĕ продукци туса хатĕрленĕ. «Ял хуçалăх отраслĕнче пирĕн тĕп тĕллев — продукцие тарăнрах ĕçлесе илсе тĕрлĕ енлĕ хатĕр продукци тăвасси, ăна хамăр патра усă курма тата ытти çĕре сутма май тупасси. Паян куртăмăр ĕнтĕ, çĕрулмине типĕтеççĕ. Çакă унăн хакне ÿстерме май парать. Эпир ял хуçалăх продукцине тарăннăн ĕçлесе илсе çĕнĕ продукци тăвакансем валли тĕрлĕ енлĕ пулăшу мерисем нумай пăхса хунă. Вĕсем тăкаксене саплаштарма та, çĕнĕ рыноксем çине тухма та пулăшĕç», — палăртрĕ Олег Николаев.
Малалла ĕçлĕ ушкăн Хырхĕрри ял тăрăхне çул тытрĕ. Кунта пурăнакансене Мускав — Чулхула — Хусан çĕнĕ çула тăвассипе çыхăннă пĕр ыйту канăç памасть. Çул тума Кĕтне Пасар ялĕ çывăхĕнчи хăйăрпа усă курма палăртнă. Ял çыннисем вара кунта хăйăр карьерĕ тăвас шухăша пĕрре те ырламаççĕ. Хăйăр карьерĕ валли план тăрăх 20 гектар çĕр уйăрма палăртнă. Çапла тусан ял таврашĕнче выльăха çÿретме вырăн юлмассипе, пусăсенче шыв типессипе, хăйăр турттаракан пысăк тиевлĕ машинăсем асфальт çула /ăна пĕлтĕр çеç сарнă/ çĕмĕрсе пĕтерессипе халăх питĕ кăмăлсăр. Ял çыннисен шухăшне шута илсе республика ертÿçи лару-тăру çăмăл маррине, апла пулин те халăхăн интересĕсене хÿтĕлеме хатĕррине палăртрĕ. Олег Николаев кÿршĕллĕ Йĕпреç районĕнче те хăйăр карьерĕ тума юрăхлă вырăн пуррине пĕлтерчĕ, çула çĕмĕрес мар тесе тиевлĕ машинăсем валли вăхăтлăх çул йĕркелеме сĕнчĕ.
Ĕçлĕ ушкăн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те пулчĕ. Шкул ертÿлĕхне стенасем йĕпенсе тăни тата çурăлни пăшăрхантарать.
1994 çулта хăпартнă вĕренÿ учрежденине пĕрре те капиталлă юсаман. Пĕлтĕр ирттернĕ тĕрĕслев çурт 50 процент ытла кивелнине палăртнă. Малалла та çуртпа хăрушлăхсăр усă курас тесен ăна тĕпрен юсамалла: стенасене çирĕплетмелле, электропралуксене, ăшăтмалли тытăма, шыв пăрăхĕсене улăштармалла, йывăç чÿречесем вырăнне çĕннисем лартмалла. «Çак шкула тунă чухне питĕ пысăк йăнăш тунă. Тăррине кирлĕ пек витменнине кура шыв стенасем тăрăх каять, çавна май вĕсем хуть те хăш вăхăтра йăтăнса анма пултараççĕ. Ку питĕ хăрушă. Çавăнпа та кăçалах çак шкулта тĕрлĕ енлĕ хăрушсăрлăх мероприятийĕсем ирттермелле, тепĕр çулччен стена чăтаймасса та пултарать», — уçрĕ шухăшне республика ертÿçи. Вăл çавăн пекех 2025 çулччен кивелнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтĕмпех тĕпрен юсама планланине пĕлтерчĕ.
Çуркунне çитнĕ май, районти гидротехника сооруженийĕсемпе çыхăннă лару-тăру та чылай шухăшлаттарать. Ĕçлĕ ушкăн Хирти Ĕнелпе Хирти Сĕнтĕр ялĕсем хушшинчи Çирĕкле юханшывĕ çинчи плотина çине çитсе унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ. Ку объект авариллĕ пулни тÿрех курăнать. Çурхи шыв плотинăна юхтарса кайсан аяларах вырнаçнă тепĕр гидротехника сооруженийĕ те хăрушлăха лекет. Вăл вара Нĕркеçе кĕмелли автоçул патĕнче вырнаçнă. Çак плотинăна татса кайсан, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне кĕрекен 5 ял çыхăнусăр юлать. Авариллĕ плотинăна юсаса çĕнетме проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, патшалăх экспертизи витĕр те кăларнă. «Юсав тумалли проектпа килĕшÿллĕн кăçал çак плотинăна йĕркене кĕртĕпĕр. Республикăра çакăн пек плотинăсем 50 ытла. Çывăх вăхăтра вĕсене хаклăпăр, йĕркене кĕртмелли плансене çирĕплетсе пурнăçа кĕртсе пырăпăр», — терĕ Олег Николаев лару-тăрăва хак парса.
Н.КАЛАШНИКОВА.