Комсомольскинчи тĕп библиотека ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ темăсемпе интереслĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Ачасем районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе те, пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе те, пултаруллă çынсемпе те, çыравçăсемпе те пĕрре анчах мар тĕл пулаççĕ. Çамрăк вулавçăсем хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе калаçаççĕ, ыйтса пĕлеççĕ.
Акă, мартăн 29-мĕшĕнче ача-пăча библиотекинче талантлă çыравçăпа, Елена Светлаяпа тĕлпулу иртрĕ. Унăн ăс паракан хайлавĕсен кăткăс мар сюжечĕсем, тепĕр чух кулăшла геройĕсем ачасене пĕр-пĕринпе тата тавралăхпа килĕштерсе пурăнма, этем пахалăхĕсене тимлеме вĕрентеççĕ.
Автор «Письма Деду Морозу», «Басни обо мне, о тебе и о тех, кто нас окружает», «Не шутите на дороге», «Любимые сказки для любимых детей» кĕнекесенчи произведенисене витĕмлĕ вуларĕ. Ача-пăча библиотекин заведующийĕ Елена Прокопьева палăртнă тăрăх, ачасем Елена Светлая çыравçă хайлавĕсене кăмăлласа вулаççĕ.
Тĕл пулăва килнĕ ачасем Елена Светлая çĕнĕлле хайланă «Çарăк» вырăс халăх юмахне вылярĕç. «Рябинушка» , «Колосок» ача сачĕсене çÿрекен ачасемшĕн кăсăкли, пĕлмелли çак кун нумай пулчĕ.
С.ВИШНЕВА.