Каварлăскере çĕнтерме пулатех

Каварлăскере çĕнтерме пулатех

Туберкулезпа чирленĕ çын ÿсĕрнĕ, сунасланă, кулнă е калаçнă вăхăтра чир бациллисем вĕтĕ сурчăк е сĕлекен куçа курăнман тумламĕсем урлă таврана 2 метртан пуçласа 9 метр таран /1 тумламра 2—3 миллион таран пулаççĕ вĕсем/ сарăлма пултараççĕ, сывлăшра 30 минут таран тытăнса тăраççĕ, сывлăш урлă ÿпкене лекеççĕ.
Грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ÿпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăмлăх çĕрнипе çыхăннă чирсем инфекцие вăйлă аталанма май параççĕ. Операци тунă хыççăн та чир хăвăрт аталанма пултарать. Çавăн пекех нерв, ăс-тăн чирĕпе чирленĕ, табак туртакан е эрех ĕçекен çынсене, япăх условисенче пурăнакансене туберкулез хăвăрт çавăрса илме пултарать. Паллах, амака сарăлма пулăшаканни — чирлĕ çын. Чир ерсен çыннăн мĕн пур органĕ сиенленет. Малтан вăл ÿпкене хавшатать, шăмăсене, çÿлти сывлав органĕсене, хырăмлăха сиенлет. Инфекци теприн сурчăкĕ, шăкпа каяш, сĕт е аш-какай продукчĕ урлă та ерет. Статистика çак чир наркомансем хушшинче уйрăмах вăйлă сарăлнине çирĕплетет.
Çын хăй туберкулезпа чирлине тÿрех пĕлеймессе те пултарать. Вăл сăлтавсăрах хăвăрт ывăнать, апат анманнипе аптăрать, час-часах тарлаттарать /уйрăмах çĕрле/, кĕлетке виçи чакать, ÿслĕк ерет, кăкăр тĕлĕнчен ыратать тата ытти те. Çакăн евĕр паллăсем уйăхран та иртсе каймарĕç пулсан, рентген тĕрĕслевне ирттермеллех. Çулталăкра пĕр хут флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
Енчен те çуртра çак чирпе чирленисем пулсан, апатланнă чух уйрăм савăтсемпе, алшăллипе тата ыттипе те усă курмалла. Уçă формăллă туберкулезпа чирлĕ çыннăн шкулта, столовăйĕнче, апат-çимĕç лавккисенче е халăх йышлă пулакан ытти вырăнта ĕçлеме юраманнине асра тытмалла. Туберкулез паллисене вăхăтра тупса палăртсан çак каварлă чире çĕнтерме пулатех.
Гигиена йĕркисене пăхăнни, физкультурăпа туслă пулни, уçă сывлăшра çÿрени, тĕрĕс апатланни чиртен асăрханма пулăшать.
Наиля Мирсаидовна МИННЕТУЛЛИНА, врач-фтизиатр:
— Чăваш Енре пурăнакан халăх сывлăхне упрас тата туберкулезран асăрхаттарас тĕллевпе мартăн 20-мĕшĕнчен апрелĕн 20-мĕшĕччен республикăра «Салтак тÿми» уйăхлăх иртет. Ăна çынсене чир пирки тĕплĕн каласа парас, вăхăтра тĕрĕсленме, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акци вăхăтĕнче республикăра, районта нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Сăмахран, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен сывлăх учрежденийĕсенче ?Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 4-мĕш çурт, «В» корпус, Çĕнĕ Шупашкар хули, Силикатная урам, 3-мĕш çурт/, Канаш хулинчи диспансерта /Люксембург урамĕ, 29-мĕш çурт/, районти тĕп больницăра уçă алăксен кунĕ иртет. Çавна май кашниех тухтăр патне килсе тĕрĕсленме пултарать. Пурне те флюорографи тăваççĕ, фтизиатр-тухтăр тата ытти специалистсем сĕнÿ-канаш параççĕ. Акци вăхăтĕнче çын сурчăкне /мокрота/ направленисĕрех тĕрĕслеççĕ. Палăртса хăваратпăр: хĕрÿ лини телефонĕсемпе — 8/8352/58-03-86, 73-28-31, 8/83533/2-24-02 шăнкăравласа фтизиатрсене ыйтусем пама пултаратăр.
2019 çулта районта пурăнакан чирлĕ 11 çынна регистрациленĕ. Тупса палăртнă тĕслĕх- сенчен 6-шĕн — туберкулезăн уçă форми. 2020 çулта 1 çынна регистраци- ленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *