Пятница, 26 апреля

Мала тухнă

Март уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче акватлонпа республика чемпионачĕ иртнĕ. Унта Н.С.Сахров тренер патĕнче ăсталăхне туптакан пирĕн районти çамрăк спортсменсем те хутшăннă. Вĕсем хĕрÿ тупăшура лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Ильяс Айзетов хăйĕн ÿсĕмĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Александра Мамуткина, Иван Гончаров, Анастасия Лепешкина çитĕннисен 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçлама пултарнă. Маттур спортсменсене саламлатпăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *