Понедельник, 7 октября

Ĕçне чунтан кăмăллать

Ĕçне чунтан кăмăллать

29 çул кашни ир пĕр сукмака такăрлатать Алевтина Николаева, юратнă ĕçне — налук инспекцийĕн вырăнти уйрăмне васкать вăл. Çак хушăра налук инспекцийĕ уншăн иккĕмĕш кил пекех пулса кайнă ĕнтĕ. «Юратнă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест», — тет тăрăшуллă специалист.
Алевтина Геннадьевна Хурнай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хырхĕрри тĕп шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Комсомольски вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче бухгалтер-экономиста вĕреннĕ. Дипломлă специалист пĕр хушă «Восток» колхозра бухгалтерта, унтан тĕп бухгалтерта тăрăшнă. 1988 çулта Алевтина çамрăк токарьпе, Аркадийпе çемье чăмăртанă. Çамрăксем Комсомольскине пурăнма куçнă. Малтанлăха çамрăк хĕрарăм кашни кун тăван ялне ĕçе çÿренĕ. 1992 çулта вара ăна налук инспекцийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Е.И.Чернов ĕçе йыхравланă. Кашни кун çул çÿресси, паллах, майлă мар. Çавăнпа та Алевтина Геннадьевна вырăнти ĕçе хаваспах килĕшнĕ.
Тăрăшуллă специалист малтан патшалăх налук инспекторĕнче вăй хунă, кайран ăна аслă инспектора куçарнă. Паянхи кун Алевтина Николаева — патшалăх тĕп налук инспекторĕ. «Манăн тивĕç — тĕрлĕ предприятисемпе уйрăм предпринимательсем паракан декларацисен камераллă тĕрĕслевĕсене пурнăçласси. Вĕсене тĕрĕс йĕркеленĕ-и, вăхăтра панă-и — йăлтах тĕрĕслесе кирлĕ пек йышăну тăвас пулать. Теприсемшĕн хут ĕçĕ питĕ кичем пек туйăнать пулĕ. Маншăн вара пĕрре те ун пек мар. Эпĕ ĕçе яланах хавас кăмăлпа утатăп. Коллектив туслă пулни, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени те хавхалантарать», — палăртать А.Николаева.
«Эсир апла ачаранах налук инспекцийĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ пулĕ?» — ыйтмасăр чăтаймарăм хăйĕн ĕçне чунтан кăмăллакан налук инспекторĕнчен. «Шкулта вĕреннĕ чухне учитель пулас ĕмĕтлĕччĕ. Анчах та професси суйлама вăхăт çитсен учителе вĕренекен аппа: «Çемьере пĕр учитель çитет», — терĕ, урăх професси суйлама сĕнчĕ. Вара эпĕ хĕр-тусăм чĕннипе ял хуçалăх институтне çул тытрăм», — аса илет Алевтина Геннадьевна.
Вăл маттур специалист çеç мар, савнă мăшăр, юратнă анне, кил вучахĕн управçи те. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăла кун çути парнеленĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă, ура çине тăратнă. Станислав Шупашкарта банкра вăй хурать. Евгений Уренгойра инженер-профилактикра тăрăшать.
Алевтина Николаева пушă вăхăта усăсăр ирттерме хăнăхман. Хĕллехи вăхăтра вăл тĕрлĕ япаласем çыхать. Çулла вара пахчара темĕн тĕрлĕ чечек ÿстерет. Вĕсен вăррисене те хăех туса илет. Унсăр пуçне лара-тăра пĕлмен хĕрарăм тĕрлĕ çырла çитĕнтерет. Вĕсенчен питĕ тутлă та усăллă варени-компот хатĕрлет.
Çак кунсенче Алевтина Геннадьевна юбилейне уявлать. Çак ятпа ăна ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *